Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тимлĕх ытларах уйăрасшăн

     Райадминистрацин халăха социаллă хỹтлĕх паракан управленийĕ 9 пин пенсионера, 3,5 пин ачасемшĕн уйăхсерен пособи паракан çынна, тĕрлĕ субсиди илекен 1,7 пин çынна пăхса тăрать. Районта 5034 ĕç ветеранĕ, вăрçă ветеранĕсем _ 200, пĕччен пурăнакан граждансем _ 516. Юлашки вăхăтра халăха социаллă пулăшу парасси чылай лайăхланчĕ. Ку вăл çемье нуши-тертне пĕлсе, шута илсе кашнине уйрăм, адреслă пулăшу пама пуçланинчен килчĕ. Пирĕн тĕп задачăсенчен пĕри _ патшалăх палăртнă çăмăллăхсене, ачасен пособийĕсене, адреслă тỹлевсене, субсидисене вăхăтлă парасси. Юлашки çулсенче мĕнпур тỹлевсене патшалăх вăхăтлă куçарать. Акă, иртнĕ çул ача пособийĕ тỹлеме уйăхсерен 5451 ачашăн 5009400 тенкĕ кайнă. Çулталăк тăршшĕнче управлени специалисчĕсем ача пособийĕсем илекен тăватă организацине çитсе тĕрĕслев ирттернĕ. 10 гражданин ача пособийĕ илмелле маррине тупса палăртнă, вĕсенчен 2200 тенкĕ шыраса илнĕ. Пурте пĕлеççĕ, ача пособине пурăнма кирлĕ минимум укçи çитсен памаççĕ. Иртнĕ çул ача çуратнăшăн паракан пособи 64 хĕрарăм илнĕ, вĕсене 288000 тенкĕ пĕр хутчен паракан пособи, 55 çемьене ача çулталăк çурă тултариччен паракан пособи тỹленĕ. Унăн сумми _ 413400 тенкĕ. 2001 çулхи август уйăхĕнчен сахал тупăшлă çемьесене регистрацилеме пуçланă. Пирĕн районта вĕсем _ 3495 çемье. Сахал тупăшлă çемьесене адреслă пулăшусем паратпăр. 1101 çемьене 3432422 тенкĕ, социаллă стипендисем илме 556 çемьене справка панă. Ветерансемпе инвалидсене паракан çăмăллăхсемпе компенсацисене вăхăтра тỹлетпĕр. Иртнĕ çул федераллă саккунсене пурнăçа кĕртсе патшалăх уйăрнă 50195 пин тенкĕ расхутланă. Юлашки çулсенче инвалидсене протезпа ортопеди çăмăллăхĕсем парасси нумай ỹсрĕ. 15 инвалидпа ветеран çăмăл машинăсемпе велоколяска илнĕ. Юлашки вăхăтра ветерансене санаторисемпе кану çурчĕсене ярасси лайăхланчĕ. Иртнĕ çул 61 ветеранпа инвалид хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетрĕç, компенсаци тỹлеме 113,8 пин тенкĕ кайнă. Социаллă хỹтлĕх управленийĕ "Çемье", "Тимлĕх" программăсене пурнăçласа çамрăк, япăх пурăнакан çемьесене пулăшать, çапкаланса çỹрекен ачасене тимлĕх уйăрать. Вĕсем валли тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр, спорт мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Иртнĕ çул пирĕн патра учетра тăракан, нушаллă пурăнакан çемьесене, тăлăх ача-пăчана пулăшма 67716 тенкĕ расхутланă, 33 ача республикăри тĕрлĕ лагерьсенче канчĕ. Хальхи вăхăтра ачасем кашни каникул вăхăтĕнче лагерьсенче канма пултараççĕ. Çемье династине чысласси те вăй илсе пырать. Социаллă хỹтлĕх кирлĕ çынсен пурнăçне çăмăллатас тесе тăрăшнисĕр пуçне социаллă работниксен ăсталăхне ỹстермелли конкурссем йĕркелетпĕр. Республикăри конкурссене пирĕн работниксем те хастар хутшăнаççĕ.



"Елчĕк Ен"
12 мая 2004
00:00
Поделиться