Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕмерсем газ кĕтсе илнĕ

Тĕмерсем газ кĕтсе илнĕ

       Тĕмер ялĕнче çут çанталăк газĕн пăрăхĕсене иртнĕ çулах хывса хăварнă пулнă. Тутарстанри Пăвари ПМК строителĕсем çак ĕçе 12 çухрăм тăршшĕнче пурнăçланă. Килсене газ оборудованийĕсене вырнаçтарма та, монтаж ĕçĕсене тума та ăнах шаннă. Анчах ялта "кăвак çулăм" çутасси тăсăлса кайнă. Кунта сăлтавĕсем нумай: халăхран укçа-тенкĕ пуçтарассине хакламанни те, заказчикпа подрядчик çаврăнăçулăх кăтартманни те, тата ытти те... Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Тĕмере тинех çут çанталăк газĕ çитрĕ. Ялти культура çурчĕ умне вырнаçтарнă газ валеçекен пункт патне халăх пуçтарăнчĕ. Митинга ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.С.Муллин уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин районти ялсене çут çанталăк газĕ кĕртес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ, ял çыннисене пысăк çăмăллăх кỹнине палăртрĕ, газ кĕртнĕ ятпа ял çыннисене саламларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, Республика кунĕ тĕлне районти пур ялта та "кăвак çулăм" çунма пуçлать. Пухăннисене çавăн пекех "Труд" ЯХПК ертỹçи В.И. Германов, шкул директорĕ З.П.Смирнова саламларĕç, яла çут çанталăк газĕ кĕртме пулăшнăшăн район ертỹçисене тав турĕç. Чăваш Республикинчи Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.В.Сапожников ял-йыша çут çанталăк газĕ çитнĕ ятпа саламласа телеграмма янă. Ентешĕсене яла чи илемлĕ, чи хитре ял тума чĕнсе каланă. 310 хуçалăх шутланса тăракан Тĕмерте 214-шĕ килĕсене çут çанталăк газĕ кĕртме кăмăл тунă. Çак кун 4 килте "кăвак çулăмпа" усă курма тытăнчĕç. Вĕсенчен пĕри - Г.Д.Александров механизатор çемйи. Çак ятпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин



"Елчĕк Ен"
12 мая 2004
00:00
Поделиться