Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕршыва сыхласа хăваракансене манмастпăр

Çĕршыва сыхласа хăваракансене манмастпăр

       20-мĕш ĕмĕрти чи хăрушă та пысăк çухату кỹнĕ вăрçă чарăннăранпа 59 çул çитрĕ. Çавăнпах пирĕн халăх Аслă Çĕнтерỹ кунне манмасть, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксем умĕнче пуç таять, вĕсене ятран аса илет. Аслă Çĕнтерỹ кунне районти пур ялсенче те паллă тунă. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче чылай çĕрте савăнăçлă пухусем иртнĕ, концертсем кăтартнă. Çак кун Елчĕкри культура çуртне пухăннисене Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе Елчĕк ял администрацийĕн пуçлăхĕ Д.П. Алюкин, районти çар комиссарĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ В.В.Павлов саламланă, унтан уяв концерчĕ, урамра литература художество монтажĕ кăтартнă, палăксем умне гирляндăсем хунă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ. Хĕвеллĕ те ăшă кун. Елчĕкри Тĕп лапам тата илемленнĕн, хитреленнĕн туйăнать. Палăк умне вăрçăпа тыл ветеранĕсем, район ертỹçисем хăпараççĕ. Совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерỹ тунă ятпа йĕркеленĕ митинга районти культура управленийĕн начальникĕ А.А.Александрова уçрĕ. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Гимнĕсем янăраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин сăмах калать. Вăл Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсене, тылра Çĕнтерĕве çывхартнă, вăрçă хыççăн ырми-канми, тỹлевсĕр тенĕ пек ĕçлесе халăх хуçалăхне ура çине тăратнă ватăсене, вăрçă нушине курман çынсене уяв ячĕпе саламлать. Вăрçăра пирĕн район çыннисем те пысăк çухату тỹснĕ, вăйпитти 3427 ентеш çапăçу хирĕнчен таврăнайман, хуçалăхсем юхăннă. 3 çынна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, нумайăшĕ орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Савăнăçлă митингра çавăн пекех Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.В.Сапожников, районти çар комиссарĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ В.В.Павлов, ĕçпе вăрçă ветеранĕ М.В.Ястребова, Курнавăш шкулĕн вĕренекенĕ, "Районти чи лайăх вĕренекен" ята тивĕçнĕ Вениамин Никифоров, Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем Алевтина Молоствова, Гера Платонов саламларĕç. Ĕç коллективĕсен ячĕпе вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксем умне чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Тỹпене ракета вĕçет, хурлăхлă музыка янăрать, чуна çỹçентерет... Аслă Çĕнтерĕве халалланă, Н.Петрова асăнса йăлана кĕнĕ чупу Елчĕк урамĕсем витĕр иртет. Дистанци кĕске мар _ 5 çухрăм. Участниксем те тĕрлĕ çулхисем. Чи асли _ Н. Адюков _ 51 çулта, чи çамрăкки _ Андрей Урков _ 12 çулта. Апла пулин те йышлă ушкăнран дистанцирен тухакан пулмарĕ. Çĕнтерỹçĕсене виçĕ ушкăнра палăртрĕç. Çитĕннисен ушкăнĕнче Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул директорĕ М.Скворцов дистанцие чи малтан вĕçлерĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ А.Захаров тата Н.Адюков №Елчĕк№. Каччăсен ушкăнĕнче Курнавăш шкулĕнче пĕлỹ пухакансем Д.Васильев, А.Сусликов, Н.Исаев мала тухрĕç. Хĕр ачасенчен Елчĕк шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен А.Филимонова финиша чи малтан çитрĕ. Çак шкултах вĕренекен Алина Исаева _ иккĕмĕш, Мальвина Лапина №Курнавăш№ _ виççĕмĕш вырăнсенче. Çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин тата ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.В.Сапожников пачĕç.



"Елчĕк Ен"
12 мая 2004
00:00
Поделиться