Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Арисăн районти служби пĕлтерет

     Çу уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем 15870 (68 процент) кĕрхи çĕртмене, 11073 (88 процент) нумай çул ỹсекен курăксене, 1386 (98 процент) кĕр тыррисене сỹреленĕ. 11118 гектар (48 процент) çĕртме пуссине культиваци тунă. 2118 тонна вăрлăха им-çамланă. 618 гектар нумай çул ỹсекен курăк анине дискланă. 1423 гектар (46 процент) пĕр çул ỹсекен курăксем акнă. Ку ĕçе Карл Маркс, "Труд", "Свобода", "Комбайн" хуçалăхсенче вĕçленĕ. 6603 гектар (52 процент) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă. "Комбайн", "Прогресс" хуçалăхсенче акса пĕтернĕ. "Мечта", "Звезда", Андреев ячĕллĕ хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акма пуçăнман. 56 гектар пахча çимĕç акнă. "Яманчуринский", "Колос" хуçалăхсенче ку ĕçе вĕçленĕ. 43 гектар (12 процент) выльăх кăшманĕ акнă. 275 гектар (26 процент) сахăр чĕкĕнтĕрĕ акнă. "Прогресс", Карл Маркс ячĕллĕ, "Надежда", "Комбайн", "Кушка" хуçалăхсенче ку ĕç ăнăçлă пырать. 1010 тонна çĕр улмине яровизацилеме кăларнă. Акнă анасене 6829 гектар (81 процент) пусăрăнтарнă.



"Елчĕк Ен"
12 мая 2004
00:00
Поделиться