Районти депутатсен пухăвĕн ларăвĕ
Виçĕм кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн ларăвĕ пулса иртнĕ. Унăн ĕçне Депутатсен пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне район администрацийĕн пайĕсемпе управленисен, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Депутатсен пухăвĕн ларăвне район хăй тытăмлăх ертỹçи Н.П.Миллин уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Пĕрремĕш ыйтупа - "Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн Уставне улшăнусемпе хушусем кĕртесси çинчен" - район администрацийĕн юрисчĕ Л.А.Александрова информаци туса пачĕ. Иртнĕ çул Раççей Федерацийĕн "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли тĕп никĕссем çинчен" федераци Саккунĕ, "Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" Саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен" Чăваш Республикин Саккунне йышăннă. Çак Саккунсене тĕпе хурса ĕнтĕ Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн Уставне те улшăнусем, хушусем кĕртмелле. Сỹтсе явнă хыççăн депутатсем район Уставне улшăнусемпе хушусем кĕртме йышăнчĕç. Раççей Саккунĕсемпе килĕшỹллĕн вĕсем, тĕпрен илсен, ытларах вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессипе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлассипе çы- хăннă. Иккĕмĕш ыйтупа депутатсем "2003 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче пулса иртнĕ Депутатсен пухăвĕн Йышăнăвне улшăнусемпе хушусем кĕртесси çинчен" ыйтăва сỹтсе яврĕç. Ку ыйтупа район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕ С.Н.Цыганов тухса калаçрĕ. Депутатсен Пухăвĕн 2003 çулхи Йышăнăвĕнче Елчĕк районĕнче çĕршĕн илекен налук ставкине тата аренда тỹлевне çирĕплетесси çинчен каланă. Çак Йышăнăва хушусемпе сĕнỹсем кĕртме сĕнчĕ С.Н.Цыганов. Ыйтăва сỹтсе явма П.А.Блинов, Н.П.Емильев, Г.И.Федоров депутатсем, район прокурорĕ Н.И.Логинов хутшăнчĕç. Депутатсем çĕр участокĕсемпе усă курнăшăн уйрăм çынсенчен илекен тỹлеве ỹстерме йышăнчĕç. Унччен строительство материалĕсем, вут-шанкă, ытти материалсем йышăннă çĕр лаптăкĕсен пĕр тăваткал метрĕшĕн 6 тенкĕ те 60 пус тỹлеттернĕ пулсан, халĕ çак сумма 50 тенкĕ таран ỹснĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин депутатсене çапла ăнлантарса пачĕ: сăмах кунта паян-ыран çурт-йĕр çавăрма кирлĕ стройматериалсем пирки мар, ял, урам илемне темиçешер çул япăхтарса выртакан материалсем пирки пырать. Депутатсен пĕлтĕрхи Йышăнăвĕпе суту-илỹ точкисем №магазинсем, павильонсем, киосксем№ валли панă çĕр участокĕн пĕр тăваткал метрĕшĕн 110 тенкĕ тỹлемелле пулнă. Çак суммăна çĕре уйăрса панă хыççăнах илме тытăннă. Магазина, ытти суту-илỹ точкине ĕçе яриччен тепĕр чухне чылай вăхăт иртет, вăл хуçана усă кỹмест пулин те налук ставкине тỹлеме тивет. Депутатсем суту-илỹ точкине туса пĕтерсе хута яриччен пĕр метр çĕр лаптăкĕшĕн 110 тенкĕ мар, 11 тенкĕ аренда тỹлевĕ илме йышăнчĕç. Çĕрпе усă курнă чухне çĕр налукĕпе аренда тỹлевĕ çинчен ыйту сỹтсе явнă май депутатсем ялсенче пушă, пурăнман кил-çурт, çурт вырăнĕсем пирки сăмах хускатрĕç. Кашни ялтах пурăнман çурт-йĕр чылай. Хуçисем вĕсен пур, вăл е хулара пурăнать, е тăванĕсем çинче шутланса тăрать. Елчĕк ялĕнче çеç çакăн пек çуртсем 56. Анчах лайăх пăхса тăман пирки вĕсем юхăнса, ял илемне ярса лараççĕ. Депутатсем ку ыйтупа ĕçлемеллине палăртрĕç. Кун йĕркинчи виç- çĕмĕш ыйтупа депутатсем кулленхи ыйтусене татса пачĕç. Çакăнпа районти Депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ вĕçленчĕ.