Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Арисăн районти служби пĕлтерет

       Çу уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче нумай çул ỹсекен курăксене 565 гектар (4 процент) апатлантарнă. Районĕпе кĕр тыррисене 1148 гектар (81 процент) сỹреленĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене 9197 гектар (73 процент) сỹреленĕ. Кĕрхи çĕртмене 9464 гектар (40 процент) сỹреленĕ. 5556 гектар (24 процент) çĕр хатĕрленĕ. 868 тонна çĕр улмин вăрлăхне яровизацилеме хунă. 1778 тонна тĕш тырă вăрлăхне им-çамланă. 6,7 гектар вăрлăхлăх выльăх кăшманĕ, 6,5 гектар вăрлăхлăх столовăй чĕкĕнтĕрĕ лартнă. 662 гектар пĕр çул ỹсекен курăксем акнă. Районĕпе 3007 гектар (24 процент) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă. "Прогресра" çак ĕçе 800 гектар (79 процент), "Комбайнра" 363 гектар (56 процент), "Рассветра" 190 гектар (44 процент) пурнăçланă. "Яманчуринский", "Була" хуçалăхсенче 16 гектар чернушки акнă. "Яманчуринский", "Свобода" хуçалăхсенче 3 гектар кишĕр акнă. Акнă анасене 2284 гектар çинче пусăрăнтарнă. Ку вăл акнин 76 проценчĕпе танлашать.



"Елчĕк Ен"
08 мая 2004
00:00
Поделиться