Выльăхсене хире кăларма
Çур аки хĕрсех пырать пулсан та "Рассветсем" кулленхи ытти ĕçсене те манса каймаççĕ. Хуçалăхра территорине тирпей-илем кĕртес енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ. Алексейпе Анатолий Афанасьевсем, Анатолий Волков, Владимир Сергеев обществăлла выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве кăларма лагере юсаса çĕнетеççĕ. Çанталăк ăшăтсанах, курăксем кăштах ỹссессĕнех ĕнесене хире илсе тухасшăн.
"Елчĕк Ен"