Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сутăçăсем сĕт пуçтараççĕ

Сутăçăсем сĕт пуçтараççĕ

            Элекçей Тимешри куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккана халăх йышлă çỹрет. Ял çыннине кирлĕ мĕн пур япала туянма пулать унта. Пĕрремĕш кварталта сутуçăсем 300 пин тенкĕлĕх тавар сутнă. Сутуçăсем тавар туянакансемпе çепĕç, витринăсене çĕнетсех тăраççĕ. Сутуçăра ĕçлесе пенсие тухнă Светлана Орлова уйрăмах хисепе тивĕçлĕ. Вăл райпо системинче виçĕ теçетке çул ытла тăрăшать. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Светлана заведующи ĕçне пăрахрĕ. Халĕ вара заведующи ĕçне Е.Филиппова пысăк ответлăхпа пурнăçлать. Р.Антонова та кунта ĕçлеме пуçлани 4 çул. Ял халăхне тĕрлĕ тавар сутнисĕр пуçне сутуçăсем халăхран ял хуçалăх продукцийĕсем №çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр тата ытти те№ туянаççĕ. Иртнĕ çул çеç 15 тонна çĕр улми пуçтарчĕç вĕсем. Çавăн пекех халăхран çăм, хут-хăмăр илеççĕ. Ирхине 6 сехет иртсенех ял çыннисенчен сĕт пуçтараççĕ сутуçăсем. Е.Филиппова заведующи пĕлтернĕ тăрăх, уйрăмах Н.Мартемьянова, Э.Мартемьянова, Е.Антонова, Л.Захарова, В.Доброхотова çемйисем пĕр кун сиктермесĕр сĕт сутаççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: Е.Филиппова



"Елчĕк Ен"
28 апреля 2004
00:00
Поделиться