Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сĕлĕ акаççĕ

           "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Валерий Сергеев механизатор агрегачĕ ĕнер сĕлĕ акма тухрĕ. 30 гектар акрĕ ăна. Çавăн пекех 120 гектар пĕр çул ỹсекен курăк акса хăварчĕç Тăрăмсем. Ыран Виталий Кириллов агрегачĕ тулă акма тухать. Маларах вăл кĕске вăхăт хушшинче 100 гектар нумай çул ỹсекен курăка дискларĕ. Михаил Петров, Владимир Сорокин, Валерий Иванов, Валерий Колсанов механизаторсем нумай çул ỹсекен курăксен, кĕрхи çĕртмен анисене сỹрелеççĕ. Хуçалăхра пур çĕрте те хĕрỹ ĕç пырать. Хĕрарăмсем çĕр улмине яровизацилеме кăлараççĕ, уй-хирти улăм хушăкĕсен тĕпĕсене тасатаççĕ, акмалли вăрлăха им-çамлаççĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсене кунта Елена Сергеева бригадирпа Валентина Иванова звеньевой пĕлсе ертсе пыраççĕ.



"Елчĕк Ен"
28 апреля 2004
00:00
Поделиться