Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Культивации тăваççĕ, сỹрелеççĕ

     "Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи уй-хир ĕçченĕсем хальхи вăхăтра 421 гектар нумай çул ỹсекен курăкпа кĕрхи çĕртмене сỹреленĕ. Кунта С.Герасимов, Г.Зайцев, Ю.Пузанков, Б.Скобылев механизаторсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Çĕре культиваци тунă çĕрте Е.Тимофеев механизатор хастар. Вăл хальлĕхе 30 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çавăн пекех хуçалăхра 100 гектар нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарнă, 45 гектар кĕрхи çĕртме çине удобрени сапнă, 1200 центнер вăрлăха им-çамланă.



"Елчĕк Ен"
28 апреля 2004
00:00
Поделиться