Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

АРИСăн районти служби пĕлтерет

     Ака уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 733 гектар кĕр тыррисене минераллă удобренисем сапнă. Карл Маркс ячĕллĕ, "Яманчуринский", "Нива", "Комбайн" хуçалăхсенче ку ĕçе вĕçленĕ. 416 гектар (3 процент) нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарнă. Ку ĕç "Свобода", "Нива", "Комбайн" хуçалăхсенче лайăх пулса пырать. Районĕпе кĕр тыррисене 493 гектар (35 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 5811 гектар (46 процент), кĕрхи çĕртмене 4912 гектар (21 процент) сỹреленĕ. 1044 гектар (4 процент) çĕр хатĕрленĕ. 301 тонна çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме хывнă. 765 тонна тĕш тырă вăрлăхне им-çамланă. Ку ĕç Карл Маркс ячĕллĕ, "Колос" хуçалăхсенче ăнăçлă пырать. 361 гектар нумай çул ỹсекен курăксене дискланă. "Яманчуринский" хуçалăхра 0,3 гектар вăрлăхлăх выльăх чĕкĕнтĕрĕ, "Сатурн" хуçалăхра 1 гектар вăрлăхлăх хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, "Нива" хуçалăхра 3 гектар сухан лартнă. "Комбайн" хуçалăхра 46 гектар нимĕç пăрçи акнă. "Рассвет", "Комбайн" хуçалăхсенче 30 гектар пĕр çул ỹсекен курăксем акнă. Районĕпе 328 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă. Ку ĕçе "Прогресс", "Заря", "Рассвет" хуçалăхсенче пуçăннă.



"Елчĕк Ен"
28 апреля 2004
00:00
Поделиться