Хунавсем лартрĕç
Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе учительсем иртнĕ эрнере сахал мар ырă ĕçсем туса ирттерчĕç. Чи малтанах шкул, стадион территорийĕсене тирпей-илем кĕртрĕç. Аслă классенче вĕренекенсем йывăçсем лартса хăварчĕç. Технологи, ют чĕлхесене вĕрентекенсем С.Долговпа Т.Лапшина ертсе пынипе 10 "д" класс ачисем "Радуга" магазин хыçĕнчи çырмана хунавсем лартрĕç. Ешерччĕрех вĕсем.
"Елчĕк Ен"