Тирпей-илем кĕртеççĕ
Çурхи Ырă Эрнен пысăк пайне тавралăха тирпей-илем кĕртесси йышăнать. Эрне районти ялсен, предприятисемпе организацисен территорийĕсенче тирпей-илем кĕртессипе, тасамарлăха пуçтарассипе çыхăннă çирĕм кунлăхпа пĕр вăхăтра килнĕ май, ĕç калăпăшĕ тухăçлă пулмалли куç кĕрет. Канмалли кунсенче чăннипех те тирпейлĕхшĕн тăрăшакан çемьесем хăйсен кил-çурчĕсен таврашне çỹп-çапран, тасамарлăхран тасатрĕç. Тунти кун вара предприятисемпе организацисенче те лав хускалчĕ. Чи малтисенчен пĕрисем Елчĕкри РЭС ĕçченĕсем пулчĕç. Район администрацийĕн пайĕсен, казначейство, тĕп больница ĕçченĕсем те çак кун чылай ĕç пурнăçларĕç.