Тирпей-илем хамăртан килет
Мĕн авалтанах чăваш çынни тирпейлĕхпе илемлĕхе пуç тайнă. Çакă этем çут çанталăкпа тачă çыхăнура тăнинчен те килнĕ-тĕр. Нумай япалана вăл çут çанталăкран вĕренсе пынă. Илемлĕ, лайăх япалана тивĕçлипе хаклама пĕлнĕ пирĕн несĕлсем. Типтерлĕ пулсан хресчен ĕçĕ те ăнăçлă пынă. Сăмахран, çурлапа тырă вырнă чух кĕлтисене тирпейлĕ, çыпăçуллă тума тăрăшнă, пучахсем те тăкăнса юлман. Кĕлте кỹнĕ чух лав тĕпне тырă пĕрчисем тăкăнасран шăналăк сарма манман. Хуçи вара кĕлте лавĕ çине ларман, тырă тăкăнать, тенĕ. Кашни пĕрче, кашни ывăç тырра çухатасшăн пулман. Çăкăр тĕпренчĕкне сĕтел çине тĕпретме те именнĕ. Çак ырă тĕслĕхсене ватти _ çамрăккине, асли вара кĕçĕннине вĕрентме, ăса хывтарма мехел çитернĕ. Мĕн каласан та чăваш çынни хăйĕн ăс-хакăл вăйĕпе кун-çулне çăмăлрах та çаврăнăçуллăрах, усăллăрах йĕркелеме пĕлнĕ. Тăван тавралăха уяма пĕлменниех кăмăл-сипет, чун-чĕре пуянлăхне сỹрĕклетрĕ тесен тĕрĕсрех те пулĕ. Çырма шывĕ вараланни, кỹлĕсем юшкăнпа тулни №кỹлĕсене тасатса юшкăнне уй-хире тăксан унăн уссине те курма пулать-çке, анчах алă çитмест№, хирти пулăхлă тăпра сийĕ юхни, йывăç-курăксене "хуçасăр" выльăх-чĕрлĕх ватса-çĕмĕрсе пĕтерни _ çут çанталăка амантниех. Ытти районти ялсенче пулсассăн, хамăр енчисемпе ташлаштаратăп. Пирĕн тăрăхри кил-çуртсенчен, хуралтăсенчен тĕлĕнетĕн, мăнаçланатăн: хитре, эрешлĕ, таса... Ĕçчен те маттур çынсем пурăннине туйса илетĕн. Кашни кил умĕнче тенĕ пекех улмуççисем, тĕрлĕ йывăç-тĕмсем. Чуна татах та савăнăç хушать вăл ешерсе чечекленсессĕн. Паллах, хăш-пĕр çĕрте кăлтăк-сăлтăксăр мар-ха. Уйрăмах вăл "ку ман мар" тенĕ çĕрте тĕл пулать. Çырма-çатрана тăкнă çỹп-çап, урам тăрăх пылчăкра çăрса пĕтернĕ кустăрма йĕрри, уй-хирти тăккаланчăк утă-улăм, тырă пучахĕ куçа курăнать-курăнатех. Тирпей-илем тени пур тĕлте те кирлĕ-çке. Тавралăха тирпей-илем кĕртес 20 кунлăх Курнавăш ял администрацине кĕрекен ялсенче пуçланчĕ. Хуçалăхсене çут çанталăк газĕ кĕртнĕ хыççăн кил умĕнчи вут-шанкă, шлак сахалланчĕ, урамсем тирпейлĕрех курăнма тытăнчĕç. Ятарлă программăпа килĕшỹллĕн урамсене, кил таврашĕсене, тавралăха тирпейлесе капăрлатас ĕçре кăçал тата çине тăрса вăй хума тивет. Республика кунне Курнавăш ялĕнче те ирттерме палăртнă. "Çак чыс-хисепе пирĕн тивĕçлипе кĕтсе илесчĕ", _ теççĕ Курнавăшсем. Иртнĕ çулсенче çирĕпленнĕ ырă йăлана шута хурса "Чи кăтартуллă урам", "Чи тĕслĕхлĕ çурт" хисеплĕ ятсене çак сумлă уяв кунĕсенче парсан мĕн тери аван пулмалла. Тĕрлĕ çулсенче ят-сума И.А.Ефимов, П.М.Смирнов, Г.М.Кубиков, А.В.Игнатьев çемйисем тивĕçнĕччĕ. "Чи кăтартуллă урам" ята çулсеренех тĕп урам _ Анат кас хăй аллинчен вĕçертмест. "Чи лайăх çурт-йĕр" ята С.Н.Николаев, А.Г.Иванов çемийсем йышăннăччĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура "Çынна тăван тавралăх тасалăхĕпе илемĕн никĕсĕ çинче воспитани памалла" тенипе килĕшмесĕр тăраймăн. Хăйĕн çырăвĕнче вăл Елчĕк районне тĕслĕх шутне кĕртнине, палăртнине вулама кăмăллă пулчĕ. Апла-тăк, çак хаклава пирĕн чăннипех тỹрре кăлармалла.