Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Радиомарафон пуçланчĕ

          Çурхи Ырă Эрне (ака уйăхĕн 16-24-мĕшĕсем) пирĕн районта радиомарафон ирттернинчен старт илчĕ. Радиомарафон Ырă Ĕçсен Эрнин пуçламăшĕ пулчĕ. Елчĕкри культура çуртне пухăннисене тата радиопа концерт итлекенсене эрне пуçланнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ, вăл интереслĕ те усăллă ĕçсем тунипе иртессе шанса тăнине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ пĕлтĕр искусство шкулне уçнипе ачасен ашшĕ-амăшĕсем кăмăллă пулни, тав туни çинчен каларĕ. Нумаях пулмасть Елчĕкре Андреев ячĕллĕ урамра Спорт çурчĕ тума тытăнни, ăна ĕçе кĕртни район пурнăçĕнче пысăк событи пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Радиомарафонра ытларах Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Унăн воспитанникĕсем Надежда Коновалова, Миша Петров тата ыттисем, культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕн членĕсем илемлĕ юрă-ташăпа, хаваслă сценкăсемпе савăнтарчĕç. Радиомарафон вăхăтĕнче районти ача-пăча библиотекине Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Д.Кудряшова учительница вырăс искусствин историйĕ çинчен кĕнекесен пуххи, искусство шкулне çỹрекен Андрей Васильевăн ашшĕ-амăшĕ тата ыттисем шкул валли парнесем пачĕç. Парнесем малашне те хăйсен адресне тупĕç. Мĕншĕн тесен Çурхи Ырă Эрне пуçланчĕ çеç-ха. Ырă ĕçсене вара пурнăç тăршшĕпех туса пыма юрать.



"Елчĕк Ен"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться