Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Нỹрĕк тытаççĕ

             Юлашки вăхăтра, çанталăк ăшă тăнине кура, уйсем хăвăрт кушăхма пуçларĕç. Çакă çурхи ĕçсене пуçăнма, вĕсене хăвăртлатма хистет. Районти уй-хире чи малтан тухнисенчен пĕри - "Нива" хуçалăхри Вячеслав Ефимов агрегачĕ. Вăл нумай çул ỹсекен курăк анинче 50 гектар çинче нỹрĕк тытма ĕлкĕрчĕ. Хуçалăхра çĕр улми вăрлăхне яровизацилес ĕçе те пуçăннă. Кашни кунах "иккĕмĕш çăкăр" упранакан вырăна 25-30 хĕрарăм тухать. Вĕсем Альбина Сидорова бригадир ертсе пынипе вăрлăха хранилищĕрен кăлараççĕ, çĕрме пуçланисене суйласа илсе сыввисене уçă вырăна, хĕвел çине хураççĕ.



"Елчĕк Ен"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться