Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Лицей класне- экзаменпа.

         Курнавăшри пĕтĕ- мĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта Мускаври автомобиль çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн лицей класĕ темиçе çул ĕçлет ĕнтĕ. Пĕлтĕр çак класран вĕренсе тухнă 26, виçĕм çул 22 çамрăк аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Кăçал тĕп хулари паллă институтăн Вăтам Атăл тăрăхĕнчи пĕртен-пĕр филиалĕ Курнавăш шкулĕнчен вĕренсе тухакансене ытти çулхисенчен кая мар йышăнать. Институт 16 специальноçпа пĕлỹ парать. Филиалта студентсен йышĕ Курнавăш шкулĕнче пĕлỹ пухнă çамрăксемпе çулсерен те çакăн пек хушăнса пырсан, малашне Чăваш Ен çул-йĕрĕсем çинче пирĕн районтан тухнă çынсем ытларах ĕçлесси паллах. Сăмах май, Мускаври автомобиль çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн Курнавăшри лицей класĕнче вĕренме суйласа илеççĕ. Унăн 10-мĕш класне вĕренме кĕрес текенсем акан №апрель№ 25-мĕшĕнче, вырсарни кун, 9 класс программипе математика предмечĕпе тест мелĕпе экзамен тытаççĕ. Вăл 11 сехетре пуçланать.



"Елчĕк Ен"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться