Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Курнавăшсем 6-мĕш хут çĕнтернĕ

        Вырсарни кун Елчĕкре çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа "Елчĕк ен" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен çурхи кросĕ пулса иртнĕ. Унта районти ял хуçалăх кооперативĕсен, предприятисен, шкулсен 27 команди, пурĕ 400 яхăн çăмăл атлет хутшăннă. Тĕрлĕ ỹсĕмри спортсменсем хушшинче А.Филимонова, Д.Долгов, М.Лапина, Д.Васильев, А.Исаева, Н.Исаев, А.Сергеева, А.Агеев, Н.Васильева, М.Скворцов мала тухнă. 9 çул вĕренмелли шкулсен ушкăнĕнче - Çуткỹл, вăтам шкулсен ушкăнĕнче - Курнавăш шкулĕсем, çитĕннисен ушкăнĕнче "Звезда" ЯХПК команди çĕнтернĕ. Курнавăш шкулĕн командин çĕнтерĕвĕ кăçалхи 6-мĕш пулнă. Уйрăм дистанцисенче çĕнтернĕ спортсменсене район хаçатне тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ.



"Елчĕк Ен"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться