Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Комлекслă майпа

        Çурхи ĕçсем Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра та кулленех вăй илеççĕ. Хуçалăх ертỹçи А.Скворцов пĕлтернĕ тăрăх, юр ирĕлсе пĕтичченех кĕрхи культурăсен уйне çынсем тухрĕç, алăпа минераллă удобрени сапрĕç. Çак ĕçе 150 гектар çинче пурнăçланă. Халĕ Аслă Таяпасем çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме хураççĕ - кăçал "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕ 40 гектар пулмалла. Çавăн пекех хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне им-çамлассине вĕçленĕ. Кунта Татьяна Шадринăпа Владимир Волков бригадирсен пуçарулăхне палăртмалла. Ĕçлекенсен вăхăчĕ сая ан кайтăр тесе, Аслă Таяпара та, Шуршура та столовăйсем ĕçе пуçăннă.



"Елчĕк Ен"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться