Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Каччăсем çара каяççĕ

         Раççей çарне çурхи призывра пирĕн районтан планпа 46 çамрăка ăсатмалла. Паянхи кун тĕлне чылайăшĕ призыв комиссине килнĕ ĕнтĕ. Çак енĕпе уйрăмах Тăрăм №явапли В.Мясникова№, Çирĕклĕ Шăхаль №О.Максимова№ ял администрацийĕсем лайăх ĕçленĕ, кунтан списока тăратнă яшсенчен пурте призыв комиссине килнĕ. Çавăн пекех Аслă Пăла Тимеш ял администрацийĕнчи çарпа учет енĕпе ĕçлекен специалист Г.Дергачева та хăй ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçланине палăртаççĕ районти çар комиссариачĕн ĕçченĕсем. Акă, кăçалхи çурхи призыва уçса шăпах çак ял администрацийĕнчи икĕ çамрăк Раççей çарĕн ретне тăраççĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вениамин Артемьевпа №Энтепе№ Сергей Кудрявцев №Аслă Пăла Тимеш№ Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçлама тухса кайĕç. Каччăсем иккĕшĕ те районти çар комиссариачĕ урлă РОСТОн автошкулĕнчен вĕренсе тухнă, службăра та вĕсем хăйсем алла илнĕ специальноçпах тивĕçĕсене пурнăçлĕç.



"Елчĕк Ен"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться