Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Илемлĕ ял" конкурса хутшăнăр

        Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин кăçалхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче "Çурт-йĕр лартассипе тата тирпей-илем кĕртессипе лайăх ялсем районти конкурс çинчен" йышăну тунă. Унпа килĕшỹллĕн, конкурсăн Положенине çирĕплетнĕ, районти комиссин 11 çынтан тăракан йышне палăртнă. Комиссие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.А. Ефимов ертсе пырать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ _ ялсене архитектура енчен тивĕçлĕ сăн-сăпат кĕртес, социаллă пурнăçпа инженери инфраструктурине лайăхлатас тĕлĕшпе ял администрацийĕсен пуçарулăхне хавхалантарасси, чи лайăххисене республикăри конкурса тăратасси. Конкурс тĕрлĕ номинаципе иртет. "Тĕп усадьба" номинацире _ 500-1000 çын, "Хăйне евĕр ял" номинацире _ 100-500, "Раççейĕн аякри вырăнĕ" номинацире 100 яхăн çын пурăнакан ялсем, "Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацире уйрăм çынсем хутшăнаççĕ. Районти конкурса хутшăнакан ялсемпе уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене ял администрацийĕсем суйласа илеççĕ. Районти комисси палăртнă çĕнтерỹçĕсем пирки конкурс материалĕсене республикăри конкурса хутшăнма çурла №август№ уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăратмалла. Конкурс материалĕсене тăратмалли, вĕсене пăхса тухмалли йĕркесене те палăртнă.



"Елчĕк Ен"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться