Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хуçалăхшăн та, ĕçлекенсемшĕн те усăллă

          Ял çыннин пурнăçĕ халĕ пĕрре те çăмăл мар - çĕр çинче туса илнĕ продукцин сутлăх хакĕ пĕчĕккине пула хуçалăхсенче тĕрлĕ çул-йĕр, енчĕке пуянлатма май шыраççĕ. Вĕсенчен пĕри - сахăр чĕкĕнтĕрне туса илсе реализацилени. Çакна тĕпе хурса тăрăшрĕç те ĕнтĕ иртнĕ çул Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче. Пулăхлă çĕре юратакан культурăна акма улăхра ана суйласа илнĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрне Т-70 тракторпа Юрийпе Александр Филимоновсем 85 гектар çинче акса хăварнă. Вĕсемех çу каçипе ретсем хушшине кăпкалатса тăчĕç, апатлантарчĕç. Калчасем шăтса тухсанах анана пайсем çине пайласа ял çыннисем 3 хутчен çум курăкĕнчен тасатрĕç. Хуçалăх правленийĕн ертỹçи В.Чернов, ытти специалистсем сахăр чĕкĕнтĕрне ỹстерессипе паха опыт пухнă кỹршĕсене - Тутарстанри хуçалăхсене çитсе курчĕç, кунти ĕç тỹлевĕн условийĕсемпе паллашрĕç, ăна тăван тăрăхра пурнăçа кĕртрĕç. Тĕрлĕ çĕрте пулнă хыççăн, хуçалăх правленийĕн ларăвĕнче условисене çирĕплетрĕç. Кашни гектара çу каçа çум курăкран 3 хут тасатнăшăн 500 тенкĕ укçа, 10 центнер утă, 50 килограмм сахăр песукĕ, 3 центнер тырă пама палăртрĕç. Унсăр пуçне кăларнă хыççăн 1 центнер тымар çимĕçе тасатнăшăн 450-шар грамм сахăр песукĕ пама килĕшсе татăлни те хавхалантаракан условисенчен пĕри пулчĕ. Çак кăтартусем кỹршĕри Тутарстанри хуçалăхсенчен пĕрре те кая мар. Çапах та хуçалăх ертỹçи В.Чернов палăртнă тăрăх, Аслă Елчĕкре пурăнакансенчен хăш-пĕри пайсем илме, хуçалăха пулăшма кăмăлламарĕ - кỹршĕсем патне ĕçлеме кайрĕ. Çулталăкри отчет пухăвĕнче вăл каланă сăмахсем халĕ те пуçран тухмаççĕ: "Хуçалăхшăн йывăр тапхăрта вăй питти çынсемех ĕçе хутшăнмаççĕ, хăйсене йывăр вăхăтра вара çавсемех правленине пулăшу шырама килеççĕ". Çапах та хуçалăх ертỹçи малашне вĕсем пулăшу аллине тăсса парасса, йывăр вăхăтра ĕçе туллин хутшăнасса шанать. Çавăнпа кăçал пысăк тупăш паракан культурăн - сахăр чĕкĕнтĕрĕн лаптăкне чылай пысăклатма, 150 гектара çитерме палăртнă. Иртнĕ çул, темле йывăр пулсан та, хуçалăхри механизаторсем, хĕрарăмсем, бухгалтери ĕçченĕсем тăрăшнипе паха культурăна кашни гектартан 181 центнер туса илчĕç. Ăна пухассипе КС-6 агрегата Валерий Соколовпа Николай Катюков ăнăçлă ĕçлеттерчĕç. Тăван хуçалăхри ĕçе вĕçлесенех вĕсем кỹршĕсене те пулăшма ĕлкĕрчĕç. Кăларнă сахăр чĕкĕнтĕрне пай илнĕ ĕçченсем тỹрех тасатса тăчĕç, Тутарстанри Пăвари сахăр заводне турттарчĕç - ăна 12603 центнер ăсатнă. Çакăнтан хуçалăх кассине 1354 пин тенкĕ пырса кĕчĕ. Пĕтĕм тăкаксене кăларнă хыççăн таса тупăш 484 пин тенкĕпе танлашрĕ. Н.Горшков тĕп экономист çакă пысăк çитĕнỹ, хуçалăха малалла аталанма май пулнине, малашне те çак тупăшлă культурăпа ытларах ĕçлеме кирлине пĕлтерет. Агротехника мелĕсене пĕтĕмпех, туллин пурнăçа кĕртсен, сахăр чĕкĕнтĕрĕн усси тата та пысăкрах пулмалла. Çак культурăна ытларах туса илни ял çыннисемшĕн те усăллă - ĕç укçи шайĕ те ỹсĕ, ĕç вырăнĕпе те тивĕçтерĕ.



"Елчĕк Ен"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться