Хăтлăх тупнă
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çурчĕ 1995 çулта уçăлчĕ. Тăхăр çул хушшинче çĕнелсе илемленчĕ вăл. Çавна май пирĕн патра килсе пурăнас шухăшлисем çук мар. Йывăрлăха лекнĕ ватăсен пурнăçне тишкерсе, май пур таран пулăшас тесе хамăр çурта пурăнма чĕнетпĕр. Кăçал ваттисен çуртĕнче 31 карчăкпа старик хĕл каçрĕ. Çуркунне хăшĕ-пĕри килĕсене каять. Ваттисен çуртĕнче ултă социаллă работник, пĕр медсестра ĕçлет. Вĕсем ăшă кăмăллă, хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ. Пирĕн пĕчĕк хушма хуçалăх пур. Унта сысна, кăвакал, чăх-чĕп усратпăр. Пахча çимĕç туса илме пысăках мар çĕр лаптăкĕ пур. Хушма хуçалăха малалла аталантарас шухăшпа пурăнатпăр. Ĕмĕрĕпе хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем ахаль ларасшăн мар. Вăй-хал çитнĕ таран кил хушшинче, çĕр çинче ĕçлесшĕн. Тавралăха тирпей-илем кĕртессишĕн те тăрăшаççĕ. Кунта пурăнакансем çирĕп кун йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрин патне кайса ларса сăмах ылмаштараççĕ, чунĕсене йăпатаççĕ, Турă законĕсене çирĕп пăхăнса пурăнаççĕ. Ватăсем патне Петĕр атте килсе çỹрет. Уявсенче ватăсем патне ялти культура ĕçченĕсем, центр çумĕнчи ветерансен "Туслăх" клуб членĕсем концертпа килеççĕ. Шкул ачисемпе ача сачĕн ĕçченĕсем те ватăсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Ваттисен çуртĕнче пурăнакансем хăйсене çакăн пек çуртра пурăнма услови туса панăшăн ЧР Президентне Н.Федорова тав тăваççĕ.