Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чунтан парăнса, ĕçе юратса

         Çын пурнăçĕ виçĕ тапхăртан тăрать: ачалăх, яшлăх тата ватлăх. Пурăнса ирттернĕ, хыçă юлнă çулсем вара _ этем пуянлăхĕ, историйĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан тăнлаври çỹç пĕрчисене кĕмĕл тĕс çапсан та пурнăç хăйне май илĕртỹллĕ. Паянхи саманан йывăрлăхĕсем чи малтанах ватăсене, нумай ачаллă çемьесене, ашшĕ е амăшĕсĕр ỹсекен ачасене, ачаран сусăрланнисене ура хураççĕ. Пытарма çук, чылайăшĕ çити-çитми пурнăçпа пурăнать. Вĕсен йывăр пурнăçне кăштах та пулин çутă самант кĕртес тесе тăрăшать те паян районти социаллă пулăшу паракан центр. Вăл 1987 çулта ноябрь уйăхĕнче уçăлнă. Унта 3 уйрăм ĕçлет: халăха ятарлă пулăшу паракан, социаллă пулăшу паракан, кăнтăрла канмалли уйрăм. 2003 çулта халăха ятарлă пулăшу паракан уйрăмри 4 медработник 92 ватă патне çитсе вĕсене социаллă тата медицина пулăшăвĕ панă. Халăха социаллă пулăшу паракан уйрăмра пĕччен пурăнакан 516 ватă шутланса тăрать. Хăйсене пăхса тăрайман 100 çынна штатра тăман 95 социаллă работник пăхать. Кăнтăрлахи канмалли уйрăмра çулталăк тăршшĕпе 552 çын пулнă. Центр чирлĕ çынсене инвалида кăларас енĕпе те ĕçлет. Паянхи кун тĕлне районта 1787 инвалид, кунсăр пуçне çемьесенче 99 инвалид ача çитĕнет. Май пур таран пулăшма тăрăшатпăр эпир вĕсене. Елчĕкри тĕп больницăра час-часах чирлекен ачасем валли реабилитаци уйрăмĕ уçнă. Унта пĕлтĕр 69 ача сывлăхĕсене çирĕплетнĕ. Çуллахи кану кунĕсенче социаллă пулăшу паракан центр урлă районти 33 ача хăйсен сывлăхĕсене тĕрлĕ лагерьсенче тỹлевсĕр сипленĕ. Районта ваттисен 2 çурчĕ пур. Кунта яланлăхах е вăхăтлăха хĕл каçма каяс текенсен шучĕ те ỹссех пырать. Пурăнакансем кунти пурнăçпа кăмăллă, мĕншĕн тесен, вăхăтлă канма, апатланма, мунчара çăвăнса тасалма, кирлĕ пулсан, медицина пулăшăвĕ илме условисем пур. Кунта та çын нушине ăнланакансем тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ветерансен çуртне Г.Краснова ертсе пыма пуçланăранпа унта çирĕп йĕрке, тасалăх хуçаланни куç кĕрет. Аслă Пăла Тимешри чиркỹ çумĕнче йĕркеленнĕ ыр кăмăллăх çурчĕн заведующийĕ А.Петрова та хăйĕн ĕçне чунтан парăнса, кăмăлласа ĕçлет.



"Елчĕк Ен"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться