Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕлтĕрхинчен ытларах уйăраççĕ

     Чăваш Енре республикăн "Çамрăк çемьесен çурт-йĕр ыйтăвне 2002-2010 çулсенче татса парассипе йĕркеленĕ патшалăх пулăшăвĕ çинчен" программи ăнăçлă пурнăçланать. Акă, Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерстви федерацин 2002-2003 çулсем валли хатĕрленĕ "Çурт-йĕр" программин "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе пулăшасси" çум-программăна пурнăçа кĕртме регионсене 2004 çул валли федераци бюджетĕнчен укçа уйăрса парассипе конкурс ирттернĕ. Унта Раççей Федерацийĕн 43 субъектне суйласа илнĕ. Вăл шута Чăваш Республики те кĕнĕ. Пĕлтĕр Чăваш Енри çамрăк çемьесене çурт-йĕрлĕ пулма федераци бюджетĕнчен 5 миллион панă пулсан, кăçал _ 8 миллион. Çавăн пекех ачаллă 30 çула çитмен 37 çемьене 150-шар пин тенкĕлĕх субсиди панă. Асăннă программăпа пирĕн районта та тухăçлă ĕçлеççĕ. Акă, кăçалхи пĕрремĕш кварталта кăна районти перекет банкĕ урлă 7 çемьене 1025000 тенкĕ кредит панă. "Çамрăк çемье" программа ĕçлеме пуçланăранпа вара 7 çыннăн ссуди пĕтĕмпех татăлнă.



"Елчĕк Ен"
17 апреля 2004
00:00
Поделиться