Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Комиссии ĕçе пуçăнать

        Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче право йĕркисене пăхăннине асăрхаса тăрасси çинчен" Саккунĕпе, Министрсен Кабинечĕн "Чăваш Республикинче право йĕркисене пăхăннине асăрхаса тăракан республикăри комисси çинчен" йышăнăвĕпе тата районти Депутатсен пухăвĕ йышăннă Положенипе килĕшỹллĕн, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин Елчĕк районĕнче право йĕркисене пăхăннине асăрхаса тăракан комисси йышне çирĕплетнĕ. Комисси ертỹçи _ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.А. Ефимов, ертỹçĕ çумĕ _ районти шалти ĕçсен пайĕн ертỹçин çумĕ В.А. Викторов, комисси çыруçи _ вĕрентỹ управленийĕн методисчĕ И.Г. Васильева. Комисси членĕсем: район администрацийĕн халăх сывлăхне çирĕплетес, физкультурăпа спорт пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Ф.Адюков, культура пайĕн начальникĕ А.А.Александрова, тĕп специалисчĕ _ юрист Л.А.Александрова, Елчĕк ял администрацийĕн пуçлăхĕ Д.П.Алюкин, вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ А.Ф.Ишмуратов, "Елчĕкри тĕп больница" муниципаллă сывату учрежденийĕн тĕп тухтăрĕ Л.А.Клементьева, çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалист Н.Ф.Малышкин, Чăваш Республикин Юстици министерствин Елчĕк районĕнчи представителĕ А.В.Урков.



"Елчĕк Ен"
17 апреля 2004
00:00
Поделиться