Вăхăт васкама ыйтать
Çулсеренех, уй-хирти çурхи ĕçсем пуçланиччен, тракторсемпе прицепсен юсавлăхне палăртассипе патшалăх техника тĕрĕслевĕ йĕркелеççĕ. Тăрăмсемпе Кипеçсен алли çăмăл пулнине шута илсе, ăна кăçал та "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчен пуçăнтăмăр. Чăнах та, кунта патшалăх техника тĕрĕслевне лайăх хатĕрленеççĕ. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Н.Енедеров пуçарулăхне пула, кунта çулсеренех тракторсен юрăхсăр, кивелнĕ пайĕсене улăштараççĕ, кирлĕ саппас пайĕсене хатĕрлесе хураççĕ. Хуçалăхра 17 трактор шутланса тăрать. Патшалăх техника тĕрĕслевĕ кунне вĕсенчен 15-шне хатĕррисен ретне лартнă. Çакна палăртма кăмăллă: тракторсен передачăсен коробки çине блокировка хатĕрĕсене вырнаçтарнă, йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Вĕсем юсавлă пулни инкексенчен сыхланма пулăшĕ. Комисси çавăн пекех руль системи, тормозсем, çутă тата сасă сигналĕсем, ытти узелсем шанчăклă пулнине, медицина аптечкисемпе тивĕçтернине те тĕрĕслерĕ. Патшалăх техника тĕрĕслевне С.Баймушкин МТЗ-82 трактора тивĕçлипе хатĕрленине палăртрĕ. Гусеницăллă тракторсем те паян тесен паян уя тухма хатĕр. Çапах та трактор прицепĕсене хатĕрлессинче кăлтăксем тĕл пулчĕç: çутă приборĕсене, тормозсене, платформăна ытлашши çĕклеме чаракан сăнчăрсене, тĕревсене йĕркене кĕртмеллех. Çул çине тухсан, ГАИ сотрудникĕсем, патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем çитменлĕхсем пуррине ан туйччăр.
"Сатурн" хуçалăхăн паркĕнче 11 трактор шутра. Патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма 7-шне тăратнă. Кунта та "Рассвет" хуçалăхри пекех кăлтăксем тĕл пулчĕç.
"Свобода" хуçалăхра агротехника шайĕ пысăк пулнине кура, çулсеренех ял хуçалăх культурисен тухăçĕ пĕчĕк мар. Кунта техника юсавлăхĕ те, механизаторсен пуçарулăхĕпе пултарулăхĕ те паллă вырăн йышăнать. Кăçал та техникăна юсава тĕплĕн хатĕрленĕ. Акă, ДТ-75 трактора В.Ермаков юсавлисен ретне маларах лартнă. Çак тракторăн ресурсĕ тахçанах тухнă пулин те, механизатор ăсталăхне пула вăл кашни кунах ĕçе хутшăнать. Унтан МТЗ-80 тракторпа ĕçлекен Ю.Львов та юласшăн мар. Вăл кустăрмаллă трактора тивĕçлипе пăхса тăрать, трактор прицепĕ те юсавлă. Çапах та комисси членĕсем тракторсене сăрласа çĕнĕ сăн кĕртмеллине, хăш-пĕр прицепсене тĕплĕн юсамаллине палăртрĕç.
Хуçалăхсенче пулнă май, машинăпа трактор паркĕсенче тĕрлĕ тимĕр-тăмăр йăваланса выртнине асăрхама тиврĕ. Нивушлĕ вĕсене пĕр çĕре пухса хума е тимĕр-тăмăр пухакан базăсене ăсатма май çук( Техника енĕпе ĕçлекен специалистсен пуçарулăхĕ çеç кирлĕ пулĕ.
Çурхи хĕвел кунсерен çỹле хăпарса пырать. Шел пулин те, çакна районти хăш-пĕр хуçалăхсенче "асăрхасшăн" мар: тракторсене, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма васкамаççĕ. Мĕн кĕтеççĕ-ши? Тивĕçлипе айăпласса-и?