Тирпей- илем кỹресси газ кĕртесси- паянхи тĕп ыйтусем
Тунти кун район администрацийĕн ларусен залĕнче район самоуправленийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин ертсе пынипе предприятисемпе организацисен, ял администрацийĕсен, район администрацийĕн пай пуçлăхĕсен канашлăвĕ пулса иртрĕ.
Район ертỹçи чи малтанах ялсене тирпей-илем кỹресси пирки чарăнса тăнă. Юр кайса пĕтнĕренпе пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухнă. Йĕри-тавра тем те пĕр сапаланса выртать. Пĕтĕм территорие шăпăрпа шăлса тасатма çĕр типсе çитмен пулин те, кирлĕ мар япаласене, полиэтилен пленкисене, кĕленчесене, ытти ăпăр-тапăра паянах пуçтарма пулать вĕт-ха.
Кашни ялта кирлĕ мар япаласене пăрахмалли ятарлă вырăн тумалла. Канашлура ку енĕпе Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн Д.П.Алюкинăн отчетне итлерĕç. Вăл каланă тăрăх, кашни ялтах свалка вырăнĕсене палăртнă. Анчах вĕсем ăçта вырнаçнине кăтартакан паллăсем çырса хуман-ха.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин свалка вырăнĕсене тĕрĕс суйласа илесси пирки сĕнỹсем пачĕ. Чи малтанах ветеринари тата санэпидеми службисемпе канашламалла. Вăл шыв-шур анакан варта вырнаçмалла мар. Вăйлă шывпа пĕтĕм таса мар япала юхан шыва юхса тухать. Свалка ялтан таçта аякра та пулмалла мар. Вăл ăçта вырнаçнине кашни çын пĕлмелле. Район администрацийĕн строительство, коммуналлă хуçалăх тата çут çанталăк газĕ кĕртес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ И.В.Кузнецов çут çанталăк газĕ кĕртес ĕç пирки чарăнса тăчĕ. 2004 çулта района пĕтĕмпе 73 миллион тенкĕ укçа уйăраççĕ. Вăл пайăн-пайăн килсе тăрать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе, ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, урамри газ пăрăхĕсем хывассине хăвăртлатас тĕллевпе газ кĕртекенсенчен укçа пуçтараççĕ. Ĕçе вĕçлесен ăна каялла тавăрса параççĕ. Çак йĕркепе ĕçлесе иртнĕ çул 30 ытла яла газ çитнĕ, "кăвак çулăмпа" усă курма тытăннă. Анчах районти пĕртен-пĕр ялта _ Таяпа Энтринче _ ун пек мар. Кунта пурăнакансенчен чылайăшĕ урамри пăрăхсене хывма укçа-тенкĕ патшалăх уйăрса парасса кĕтет, çавăнпа укçа памасть. Анчах çỹлтен парасса кĕтсе ларсан ĕç пысăк хăвăртлăхпа каймасть. Патшалăх туса пĕтернĕ обьектсемшĕн укçа уйăрать. Çакна ялта ниепле те ăнланса çитеймеççĕ. Ялта, район центрĕнчи ертỹçĕсем пулса ĕçлекен хăш-пĕр çынсем те газ пăрăхĕ хывма укçа памаççĕ пулсан, ыттисен камран тĕслĕх илмелле? Тепĕр сĕмсĕрлĕхпе те палăраççĕ ялта. Çут çанталăк газĕ кĕртме укçа панă çемьесем "кăвак çулăмпа" усă курма пуçламан-ха, анчах урамра газ пăрăхĕсем хывма пĕр пус укçа тỹлемен çынсен килĕсенче, Кĕçĕн Таяпа ял администрацийĕ, Елчĕкри газ участокĕ "пулăшнипе", çут çанталăк газĕ çунать. Çавăнпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин ял администрацийĕсем ирĕк памасăр пĕр киле те газ кĕртмелле марри çинчен çирĕппĕн асăрхаттарчĕ.
Раççей çарне каймалли çурхи призыв пуçланчĕ. Ял администрацийĕсенчи çамрăксен палăртнă кунсенче призыв комиссине килмелле. Анчах Аслă Таяпа ял администрацийĕн территорийĕнче вырнаçнă ялсенчи призывниксенчен çурри çеç, Елчĕк ял администрацийĕнчен 68 çамрăкран 30-шĕ анчах çар комиссариатне пынă. Ытти ял администрацийĕсем те çамрăксене призыв комиссине явăçтарас енĕпе япăх ĕçлеççĕ.
Канашлура çавăн пекех Аслă Елчĕкре, Акчелте халăха шывпа тивĕçтерессинче пысăк çитменлĕхсем пуррине палăртнă, вĕсене çывăх вăхăтрах пĕтерме хушнă.