Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Спартакиада вăйисем

      Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсем хушшинче спартакиада малалла пырать. Нумаях пулмасть волейболла тата баскетболла выляса мала тухмалли ăмăртусем иртнĕ.

      Аслă классенче вĕренекен арçын ачасен волейбол командисем Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкул тата культура çурчĕн спорт залĕсенче тĕл пулнă. Пĕрремĕш ушкăнран çурма финала Çĕнĕ Пăва, Аслă Таяпа, иккĕмĕшĕнчен Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсен командисем тухнă. Аслă Таяпасем Елчĕксене, Çĕнĕ Пăвасем площадка хуçисене пĕр пек _ 2:0 шутсемпе парăнтарнă. Финалта икĕ çĕнтерỹçĕ вылянă. Çĕнĕ Пăва каччисем Аслă Таяпа командине çĕнтерсе мала тухнă. Виççĕмĕш вырăншăн пынă тĕлпулура Çирĕклĕ Шăхаль команди Елчĕк волейболисчĕсене 2:0 шутпа парăнтарнă.

* * *

    Хĕр ачасем вара икĕ ушкăна пайланса Курнавăш тата Çĕнĕ Пăва шкулĕсен спорт залĕсенче вăйлисене палăртнă. Курнавăшри ушкăнра площадка хуçисем тата Çирĕклĕ Шăхальсем, иккĕмĕшĕнче Кĕçĕн Таяпа тата Çĕнĕ Пăва волейболисчĕсем малти икĕ вырăна йышăннă. Çурма финалта вăйăсем çакăн пек вĕçленнĕ: Кĕçĕн Таяпа _ Çирĕклĕ Шăхаль _ 2:0, Курнавăш _ Çĕнĕ Пăва _ 2:0. Финалти тĕлпулу уйрăмах çивĕч иртнĕ. Çапах та площадка хуçисем çĕнтерме пултарнă. 2:0 шутпа Çĕнĕ Пăвасене çĕнтерсе Çирĕклĕ Шăхальсем виççĕмĕш вырăна тухнă.

* * *

    Баскетбол вăййисене юратакансен 9 команди хальхинче те Çирĕклĕ Шăхальне пуçтарăннă. Вăйă енĕпе иртекен ăмăртусене кунта йĕркелеме аван. Икĕ спортзал пур ял районта урăх çук та. Пĕрремĕш ушкăнра Аслă Елчĕк тата Тĕмер, иккĕмĕшĕнче Патрекелпе Çĕнĕ Пăва шкулĕсем мала тухнă. Çĕнтерỹçĕне палăртма хăйсен ушкăнĕсенче малти вырăнсене йышăннă Патрекел тата Аслă Елчĕк шкулĕсенчи каччăсем финалта вылянă, Патрекелсем çĕнтернĕ. 3-4-мĕш вырăнсене Çĕнĕ Пăва, Тĕмер шкулĕсенче вĕренекенсем тухнă. Турнира çавăн пекех Аслă Таяпа, Кушкă, Лаш Таяпа шкулĕсен командисем те килнĕ.

* * *

       Аслă классенче вĕренекен хĕрсем хушшинче баскетболла выляса мала тухмалли ăмăртура 6 команда вăй виçнĕ. Вĕсем икĕ ушкăна пайланса Елчĕк тата Патрекел шкулĕсен спорт залĕсенче вылянă. Ушкăнсенче мала тухнă Аслă Елчĕк тата Елчĕк баскетболисткисем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсемшĕн тупăшнă. Аслă Елчĕк команди çĕнтернĕ. Виççĕмĕш вырăншăн пынă тĕлпулура Çирĕклĕ Шăхальсем Патрекелсенчен выляса илнĕ.



"Елчĕк Ен"
07 апреля 2004
00:00
Поделиться