Кама мĕн килĕшет? Пĕрне пуçлăх пуканĕ килĕшет
"Дружба" ЯХПКна В.А.Кузнецов ертсе пыма тытăнсанах хуçалăх ỹсĕм çулĕнчен пăрăнса çырмана чăма пуçланă. Çулран çул ял хуçалăх продукчĕсем туса илесси чаксах пынă. Акă, иртнĕ çулта та акăнмасăр юлнă лаптăксенче çум курăк çăвĕпех вăрман пек кашласа ларчĕ. Тыр-пула пухса кĕртме пуçăнсан та, ĕç ăнман: е комбайнсем пăсăлса ларнă, е час-часах çумăр çуса иртнĕ. Кỹршĕллĕ "Труд" хуçалăхра культурăсене çакăн пек условисенчех пухса илнĕ, пĕтĕм лаптăк çинче кĕрхи суха туса хăварнă пулсан, В.А.Кузнецов ертсе пыракан "Дружба" хуçалăхра вара вырса çапман тырă нумай юр айне юлнă.
Выльăх апачĕ хатĕрленĕ тапхăрта та чăрмавсем тупăнсах пынă. Вырса пăрахнă курăка утăлăх пухас - нỹрĕ, сенажа ярас - турттарма транспорт çитмен. Çавна пула вырса пăрахнă курăк та валĕ-валĕпе выртса çĕрнĕ хирте - çынсем ĕçе тухман, вĕренекенсене те чĕнме май килмен. Хăй вăхăтĕнче шыв паманнипе №артскважина алăкне питĕрнĕ çăра уççине пуçлăх хăйĕнпех илсе çỹренĕ№ шкул столовăйĕ те эрни-эрнипе ĕçлемен. "Кооператив членĕсем пĕрре те хăйне кура мар, - тарăхать пуçлăх. - Кăшкăрса та хăратма çук, ĕç укçине те вăхăтра илесшĕн. Чылайăшне "кашкăр билечĕ" тыттарса тапсах кăларса янă-ха хуçалăхран. Анчах пĕри те ĕçе каялла илме ыйтса чĕркуçленмерĕ. Пачах урăхла, кỹршĕри "Труд" хуçалăха ĕçе вырнаçрĕç". Халь ĕнтĕ çурăк валашка умĕнчи пекех: тракторист та, шофер та çук хуçалăхра. Техники çителĕклех, анчах вĕсене юсаканнисем паллă мар.
Сисмесĕрех хĕл çитнĕ, çĕр çине юр ỹкнĕ. Выльăхсене хиртен витесене хăваласа кĕртнĕ. Çавăн чухне кăна шутласа пăхнă та выльăхсене тăрантарса усрама улăм та, сенаж та, силос та, фуражлăх тырă та çук иккен. Специалистсем тарса пĕтнĕ. Кỹршĕсенчен улăм илме кĕсье тĕпĕ "шăтăк" - миллионшар тенкĕлĕх саплашăнман тăкак тỹснĕ хуçалăх иртнĕ çулта. Ытти хуçалăхсенчи руководительсенчен хăйне йывăр вăхăтра выльăх апачĕпе пулăшма хатĕр юлташ-пĕлĕшсем те çук иккен В.А.Кузнецовăн.
Выçă выльăх продукци памасть: ĕнесем сĕт антарма пăрахнă, выртсан хăй тĕллĕн тек тăрайман. Çакăн хыççăн вĕсем вилме тытăннă. Выльăхсене аш-какай комбинатне ăсатнă, анчах, шăмми кăна юлнăскерсене, пусма та йышăнман. Çавăнпа та вĕсене, вăл шутран ама выльăхсене те, пусма тытăннă. Анчах склада хунă аш-какая та упрама пĕлмелле иккен. Хуçалăхра кăлпасси цехĕ пур пулин те, вăл пăсăлса юрăхсăра тухнă, 1500 килограмм какая бракланă, хуçалăха каллех 60 пин тенкĕ ытла тăкак кỹнĕ.
Кун пек чухне пуçлăх чи малтан халăхпа канашламалла пек ĕнтĕ. Анчах В.А.Кузнецов пуçлăх халăх умĕнче мĕскĕнленме хăнăхман: аслă пуху вырăнне хăйне килĕшекен çынсене №уполномоченнăйсем тейĕпĕр-и(№ ертỹçĕ кабинетне пухать те, кăçалхи февралĕн 29-мĕшĕнче отчетлă пуху пекки ирттерет, кашнинех сысна амисене сутса тунă укçаран 50-шар тенкĕ №пухăва пынă тесе№ валеçсе тухать. Анчах хуçалăхăн отчечĕ те, ревкомисси отчечĕ те хатĕр пулман-ха. В.А.Кузнецова çакă нимĕн чухлĕ те хумхантарман: ревкомисси председателĕ "хамăр çын", отчетне те пур пĕрех никам та ăнланмасть. "Вăрăм чĕлхеллисене" шут ĕçĕнчен малтанах хăваласа янă.
Пуху хыççăнах В.А.Кузнецов хăй вырăнне никама та шанса хăвармасăр Шупашкара тухса каять: те канма, те сывалма. Ăна халĕ выльăх-чĕрлĕх шăпи те, вăрлăх хатĕрлесси те №1100 центнер кирлĕ вăрлăхран 400-шĕ çеç акма юрăхлă№, техникăна юсасси те чарса тăраймасть. Анчах хуçалăх куç умĕнчех пĕтсе пыни ялти нумай çынна пăшăрхантараймасăр тăма пултарайман, ĕç çыннин те чăтăмлăхĕ пĕтсе çитнĕ. Çакăн пирки В.А. Кузнецова асăрхаттарнă хыççăн халăх хăй ирĕкĕпе кооператив членĕсен аслă пухăвне пухать. "Çитет чăтса. Çирĕклĕ Шăхаль халăхне чĕркуçлентереп тесе пĕрре мар хăратнă", - тенĕ пухура. Вара хăйĕнсĕрех В.А. Кузнецова пуçлăх пуканĕ çинчен "сирпĕтнĕ". Çав пухурах çĕнĕ председатель суйланă. Анчах милици, прокуратура работникĕсем хуçалăха тĕп авăра чăмтарнă В.А.Кузнецов пирки нимĕнле тĕрĕслỹ те ирттермеççĕ, ун пирки ĕç пуçармаççĕ. Хуçалăхри йывăр лару-тăру хăй тĕллĕнех пăчланса ларасса шанаççĕ-ши.
Анчах В.А.Кузнецов çын мăшкăлĕ пулма çуралса ỹссе пуçлăха ларман. Хăйне "Дружба" хуçалăх пуçлăхне каялла илме ыйтса чупкалать. Лайăх каланине итлемесен, судпа хăратать: унăн адвокачĕсем ăна тĕрлĕ лару-тăруран çăлса хăварма хатĕр иккен. Чăнах та, тĕлĕнмелле ку пурнăçра. Кама мĕн килĕшет( Теприншĕн хуçалăх пĕтсен те, пуçлăх пуканĕ хаклăрах иккен.