Йĕркене пăхăнатăн- сывлăхлă пулатăн
Ака ĕçĕсем пуçланиччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенчи машинăпа трактор паркĕсенче тата юсав мастерскойĕсенче тракторсемпе ял хуçалăх машинисене хатĕрлессипе хĕрỹ ĕçсем пыраççĕ. Çавăнпа та юсанă çĕрте те, каярахпа та ĕç сыхлав йĕркисене çирĕп пăхăнмалла та. Кăçал районĕпе ĕç сыхлав енĕпе ирттернĕ вĕренỹре 234 çын пĕлỹ пухрĕ, вĕсенчен 45-шĕ - предприятисен ертỹçисем, 41-шĕ - уполномоченнăйсем, 38-шĕ специалистсем, ыттисем вара комисси членĕсем. Çавăнпа та ака ĕçĕсем пуçланиччен унта тăрăшакансене ĕç сыхлав енĕпе вĕрентсе, вĕсен пĕлĕвĕсене комиссипе тĕрĕслесе удостоверенисем памалла. Вĕренмен çынсене хирти е фермăри ĕçсене явăçтармалла мар. Кашни çулах хирте вăй хуракансене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Кăçал пĕлтĕрхи пекех трактористсемпе водительсем тата ытти çĕрте тăрăшакансем районти тĕп больницăра медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Уйрăмах ку енĕпе "Комбайн", "Прогресс", "Колос", "Нива", "Сатурн", "Рассвет", "Була" хуçалăхсенче йĕрке çирĕп. Ытти хуçалăхсенче апла тесе калаймăн. "Урожай", "Мечта" хуçалăхсенче вара пĕр çын та медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман. Ĕç Кодексĕпе килĕшỹллĕн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман çынсене ĕçлеттерме юрамасть. Çавăнпа та çак çитменлĕхе çывăх кунсенче пĕтермелле. Нумай хуçалăхсенче ĕç сыхлав кунне ирттересси кирлĕ шайра пулса пымасть. Хуçалăхсен ертỹçисен, тĕп специалистсемпе вăтам звенори руководительсен тата ĕç сыхлав ĕçĕсене туса пыракан специалистсен çак куна ирттерессине тĕп вырăна хумалла. Правленисен çывăхри ларăвĕсенче ăна ирттернине пĕтĕмлетмелле, ответлă çынсене калаçтармалла, çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерессине палăртмалла. Виçĕ сыпăклă тĕрĕслеве те вăхăтра туса пырассипе ĕçлемелле, хуçалăх ертỹçисен ку енĕпе ответлă çынсенчен çирĕп ыйтмалла. Иртнĕ отчетпа суйлав пухăвĕсенче хуçалăхсен пилĕк ертỹçи улшăнчĕ. Çĕнĕ ертỹçĕсен ĕç сыхлав службисене кирлĕ пек йĕркелесе ямалла, ку енĕпе ответлă специалистсем çирĕплетмелле. "Надежда", "Знамя" хуçалăхсенче ĕç сыхлав специалисчĕсем çук. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе яваплă çынна çирĕплетмелле. "Дружба", "Авангард" тата "Кушка" хуçалăхсенче те çак ĕçсене кирлĕ пек туса пымаççĕ. Районта професси чирĕпе чирлекенсен шучĕ ỹссех пырать. Халĕ вĕсем 143-ĕн. Пĕлтĕр 12, кăçал пĕрремĕш кварталта 3 çын хутшăнчĕç. Çавăнпа професси чирĕпе чирлекенсен шутне чакарас тĕллевпе вырăнта ĕç сыхлав енĕпе аттестаци ирт- термелле, ĕç условийĕсене лайăхлатмалла. Юлашки çулсенче прокуратурăпа патшалăх ĕç инспекцийĕ тĕрлĕрен тĕрĕслевсем ирттерчĕç. Çакă паллă пулчĕ: ĕç вырăнĕсенче инструктажсем йĕркелеме инструкцисем çук, ĕç сыхлав стенчĕсем, кĕтессем туса хатĕрлемен, документсене кирлĕ пек йĕркелесе пымаççĕ, ответлă çынсене отрасльпе участоксем çирĕплетмен. Çакăн пек çитменлĕхсем пĕрремĕш кварталта ирттернĕ тĕрĕслевре "Яманчуринский", "Свобода" тата "Кушка" хуçалăхсенче палăрчĕç. Ытти кварталсенче те вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттеретпĕр. Пĕлтĕр ака ĕçĕсене ирттернĕ вăхăтра инкек-синкек пулман. Анчах пирĕн лăпланса лармалла мар. Хальхи вăхăтра тракторсемпе прицепсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли тапхăр пырать. Çавăнпа та кашни тракторăн передача çинче хускатмалла мар блокировка механизмĕсем пулмалла, вĕсем кирлĕ пек ĕçлемелле, акакан агрегатсем çинче маркерсене кĕскетмелле, вĕсене гидрофицировать тумалла, агрегатсем çинче икĕ енлĕ, сасă тата çутă сигналĕсем лайăх ĕçлемелле, медицина аптечкисем пулмалла, ĕçлекенсене вырăнта инструктажсем памалла, вĕсене кирлĕ пек ĕç тумтирĕсемпе тата сыхланмалли ытти хатĕрсемпе тивĕçтермелле, машинăпа механизмсен çаврăнакан пайĕсене кожухсемпе хупламалла, ответлă специалистсемпе çынсенчен çĕрлехи дежурство йĕркелемелле. Çавăнпа та ĕç сыхлав нормисене пурте саккун ыйтнă пек йĕркелесе туса пырар, акана пĕр инкексĕр ирттерсе ярар.