Ача чухнехи хăнăху- мĕн ватăличчен
Кирек камăн ашшĕ-амăшĕ те хăйĕн тĕпренчĕкĕсене лайăх воспитани парса ỹстерес, пĕр-пĕр профессие алла илтĕр тесе тăрăшать. Йышлă ача-пăчаллă çемьере вара кĕçĕнни аслинчен вĕренсе пырать. Пĕрремĕш пепкипе амăшĕн нумай ларма тивет: пĕрремĕш сас палли, пĕрремĕш ĕç... Пĕр сăмахпа, пурне те вĕрентмелле, кăтартмалла, хăнăхтармалла. Аслинчен кĕçĕннисем тĕслĕх илеççĕ. Иккĕмĕш-виççĕмĕш ачисемпе ашшĕ-амăшĕ сĕтел хушшинче сас палли паллаштарса, вĕрентсе те нумай лараймасть. Хăйсемех пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем хыççăн вулама вĕренеççĕ. Аслисем кĕнеке тытса лараççĕ, е картишĕнче, кил-çуртра ĕçлеççĕ пулсан, пĕчĕккисем те ахаль лармаççĕ, вулама пуçлаççĕ, пĕр тăвансене пулăшаççĕ. Ахальтен мар Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура воспитани панă çĕрте çемье питĕ пысăк вырăн йышăннине палăртса каланă: "Воспитани паракан нимĕнле институт та хăйĕн пахалăхĕпе тата вăрах вăхăта пыраслăхĕпе çемьепе танлашаймасть!". Чăн та, çапла. Çемьери лару-тăру мĕнле шайра пулни те ачасен пуласлăхне пысăк витĕм кỹрет. Ăшă кăмăллăх пур-и-ха çемьере( Çемье хăй патне туртать-и( Ача чухнехи хăнăху вара унра мĕн виличчен упранать. Çавăнпа та хамăр ачасене мĕн пĕчĕкрен ырра хăнăхтармалла, ĕçе вĕрентмелле.