Пурăнакан вырăн илемлĕ пултăр
Республика кунĕ кăçал Елчĕкре, Лаш Таяпара, Курнавăшра, Аслă Пăла Тимешре, Аслă Таяпара иртни пирĕншĕн чыс, сум, яваплăх. Хĕвел ăшăрах пăхма пуçларĕ, сисмĕпĕр те, часах пысăк уяв çитĕ. Инçетри хаклă хăнасене, тус-тăвансене, пĕлĕш-юлташсене кĕтсе илме хатĕрленме пуçланă-и-ха эпир( Ытлари кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе унăн пĕрремĕш çумĕ П.Ефимов, пай ертỹçисем, районти организацисемпе предприятисен пуçлăхĕсем №кашни ертỹçĕне пĕр урам çирĕплетсе панă№ Комсомол, Кооператив, Октябрь, Беляев, Иванов, Андреев, Пушкин урамĕсене çитсе курчĕç. Обществăлла çурт-и, уйрăм кил-и, предприяти-и _ кашнин умĕнчи тасалăхпа тирпейлĕхе çивĕччĕн те тĕплĕн тишкерчĕ комисси. Райцентр тăрăх утса çаврăнса тухнă хыççăн çакă палăрчĕ: ял сăн-сăпачĕ шутсăр илемсĕр. Акă, Комсомол урамĕнчи обществăлла çуртсем умĕнчи решеткесем çĕрĕшнĕ. Пахча умĕнче темĕн те пĕр сапаланса выртать. "Хĕвел" ача сачĕн пахчине пăхма хăрушă, йывăçсене каснă, кивĕ сарайсене çĕмĕрнĕ. Вĕсем хыççăн пуçтарса тирпейлемелли ĕçсем пайтах. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн картишĕ те çỹп-çаппа тулса ларнă. Çурт тăррине витме хатĕрленĕ строительство материалĕсем çумăр айĕнче тĕсĕсене çухатса выртаççĕ. Беляев урамĕнчи кил-çуртсем уйрăмах тĕксĕм сăнлă. Кунта ватăсем ытларах пурăнаççĕ. Çавăнпа та пахча решеткисене те, хапхисене те юсаса çĕнетсе тăраймаççĕ. Çапах та хапха умĕнчи жома, ытти ăпăр-тапăра пуçтармаллах. Çăкăр лавкки тăрринче пурăнакансем те килти çỹп-çапа урама кăларса тăкнă. Иртен-çỹренрен те вăтанмаççĕ райпо хваттерĕнче пурăнакансем. "Ырсамай" лавккан çỹп-çапĕ сапаланни инçетренех курăнать. Çил хытă вĕрсенех хут-хăмăр таврана вĕçет. "Чăваш сăри" умне çитсен вара чун хăраса каять. Мĕн кăна выртмасть унта( Эрех-сăра ĕçекенсене çерем çинчи тасамарлăх интереслентермест пулĕ-ха, анчах унта ĕçлекенсем мĕн çине пăхаççĕ-ши( Кооператив урамĕ - Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ хĕрринчи чи хĕсĕк урам. Тăтăшах пылчăк çăрăлать, иртен-çỹрекенсене машинăсем сирпĕтсе хăвараççĕ. Малашне çак урампа автомашинăсене çỹретме чараççĕ. "Радуга" магазин патĕнчен çул урлă илемлĕ тимĕр хапха ăсталанă. Чăннипех те хитре унта каçхине, тимĕр решеткесем çинче тĕрлĕ тĕслĕ хунарсем çунаççĕ. Кĕçĕн Пăла çывăхĕнчи каçкăçа та çĕрле çутатса тăраççĕ. Анчах хутăнман мунчана ниепле те йĕркене кĕртеймеççĕ-ха. Алăкĕсем çук, пуррисем те лайăх мар. Çитменнине тата мунча умĕнче пурăнакансем ăпăр-тапăра унта тăкаççĕ, çĕр улми калчисем таранах вырăн тупнă ав. "Хамăн хапха умĕ таса пултăр, çул урли пирĕн мар", _ тесе пурăнаççĕ мар-и( Иванов урамне хăпарса кайнă çĕрте пурăнакан К.Исаева тислĕкне умри пахчине купаланă. Таçтан шăршă кăларса ларать. Нивушлĕ хуралтăсем хыçнелле, курăнман çĕререх хума пулман ăна( Комисси килнине курса 75 çулхи З.Егорова урамах тухрĕ. Чылай çул юхăнса ларнă çурта пурăнма куçнă вăл пĕлтĕр. Урапа асапланаканскер, хĕрĕпе пĕрле вăй-хал çитнĕ таран тирпейленĕ кил-çурта. Анчах пĕр пенси укçипе çеç пурне те тăруках çĕнетейместĕн. Хуралтисем ишĕлнĕ, решеткисем юхăннă. Куççульпе ыйтать вăл район пуçлăхĕнчен пулăшу. Анчах районтисем килсе çĕннине туса параймаççех, ырă сĕнỹ-канашпа пулăшни те темрен паха. Епле те пулсан ватăна тăван-пĕлĕшсен пулăшу аллине тăсмаллах, хуралтăсене йĕркене кĕртмеллех. Октябрь урамĕнчи икĕ хутлă çуртсене иртнĕ çул шуратса сăн кĕртнĕ. Анчах çуртсен умне пысăк кустăрмаллă машина-тракторпа кĕрсе çăрса çỹреççĕ. Кун пек тĕслĕхсем Комсомол урамĕнче те тĕл пулчĕç. Çакăн пек пылчăкра мĕншĕн çăрса кĕмелле автомашинăсемпе çуртсен умне( Ăнланмалла мар. Çуртсем хушшине пĕчĕк çеç решеткесем тытса хурсан пит аван пулмаллине палăртрĕ комисси. Октябрь урамĕнчи Нягинсен, Морозовсен, Кирилловсен умĕнче чул, шлак, ытти строительство материалĕсем выртаççĕ. Н.Перепелкин кил-çурчĕ вара тасамарлăх енĕпе "чемпион" темелле. Мĕн кăна çук-ши çак хуçалăх умĕнче( Кил хуçи хĕрарăмĕ хĕл каçа тухса тăкнă çỹп-çапа та тасатасшăн мар, ытти тирпейсĕр-лĕхе те арçын çине йăвантарать. Кун пек ỹкерчĕкех курманччĕ-ха халиччен. Ырсамай тăрăхне çитсенех лайăх мар шăршă сăмсана çурать. Андреев урамĕнчи 3, 4-мĕш çуртсен решеткисем çĕрĕшнĕ, подьезд алăкĕсем кивелнĕ, хăшĕсем аран-аран уçăлса хупăнаççĕ. 6-мĕш çуртăн тăрри юхăннă. Сарайсен умĕнче çумăрпа хуралнă пĕренесемпе хăмасем кăмпаланма пуçланă. Мĕншĕн вĕсене татса пуçтарас мар( Кунта та çỹп-çап тăкмалли вырăн çăрăлнине асăрхатăн. Райцентрти урамсенче санитари лару-тăрăвĕ чаплă мар: санитарипе эпидемиологи станцийĕ ăçта пăхать-ши( Андреев урамĕнчи çиччĕмĕш çуртри А.Обручков хваттерĕ умĕнчи тасалăхпа илемлĕх пурне те савăнтарать. Паллах, предприниматель пек пурте чаплă решетке тытаймаççĕ пулĕ-ха, çапах та хамăр пурăнакан урам, кил-çурт илемлĕ пултăр тесен чи малтан хамăрăн ĕçлемелле, таçтан килсе туса парасса кĕтсе ларни вырăнсăр. ММППЖКХ ĕçченĕсен паянах çанă тавăрса тар тăкмалли ĕçсем шутсăр нумай. Район сăн-сăпачĕ, унăн илемлĕхĕ чи малтанах урамри тирпейлĕхпе çыхăннă-çке. Вĕсене йĕркене кĕртес тесен Елчĕк ял администрацийĕн пуçлăхĕн Д.Алюкинăн та самаях вăй хума тивет...