Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пахалăхĕ начар- ан сут!

           Шалти ĕçсен пайĕпе санитари служби районти пасарсенче, суту-илỹ организацийĕсенче час-часах тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Вĕсенче санитарипе эпидемиологи нормисене пăхăнманни, хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕç продукчĕсене сивĕтмелли хатĕрсенче упраманни, булка-çăкăр, кондитер изделийĕсене ятарлă упаковкăсене хуманни, тип çăва усă курнă полиэтилен савăтсем çине ярса сутни, сутуçăсем харпăр-хăй гигиенине пăхăнманни, Елчĕкри пасарта чĕрĕ, шăнтнă, тăварланă, тĕтĕмленĕ пулăсене сутма условисем туса паманни час-часах палăрать. Çакна шута илсе, районти тĕп санитари врачĕ А.Кузнецов "Елчĕк районĕнчи пасарсенче, тавара ваккăн сутакан организацисенче апат-çимĕç продукчĕсене сутассине йĕркене кĕртесси çинчен" йышăну кăларнă. Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ постановленипе килĕшỹллĕн, уйрăм çынсем, уйрăм предпринимательсем маларах асăннă çитменлĕхсене пĕтермелле, пасарсен ертỹçисем апат-çимĕç продукчĕсемпе чĕр таварсене сутма тивĕçлĕ условисем туса памалла. Айăплисене саккунсемпе килĕшỹллĕн явап тыттараççĕ.



"Елчĕк Ен"
02 апреля 2004
00:00
Поделиться