Чылай ĕç пурнăçланă
Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илỹ министрĕ М.И.Илларионова вулакансен çырăвĕсем çине хуравлать.
Марина Ивановна, Чăваш Енри ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан, Елчĕк тăрăхĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче улшăнусем палăраççĕ-и?
- Елчĕк районĕнче лару-тăру чылай лайăхланчĕ. 2003 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, вăл ял хуçалăх продукчĕсене 100 процентран ытларах пĕтĕмĕшле туса илессипе палăртнă 7 район йышне кĕчĕ. Çавăн пекех промышленность продукцине туса кăларасси те палăрмаллах ỹсрĕ. Иртнĕ çул промышленность продукцийĕ туса кăларассин пĕтĕмĕшле калăпăшĕн индексĕ, 2002 çулхипе танлаштарсан, хальхи хаксемпе 154,9 процент, танлаштаруллă хаксемпе 120,1 процент пулнă. Çапах, шел пулин те, лайăх мар пулăмсем тĕл пулаççĕ-ха. Уйрăмах ĕçсĕрлĕх шайĕ хумхантарать. 2004 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисен йышĕ 1,82 процентпа 2003 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне _ 1,67 процент№ танлашнă. Вакă суту-илĕвĕн шайĕ республикăри чылай районсенче ỹснĕ пулин те, Елчĕк тăрăхĕнче ку енĕпе чакнă, 95,3 процентпа çеç танлашнă. Йăла пулăшăвĕ парассипе те çавах _ 87,4 процент анчах. Çапах, хăш-пĕр çитменлĕхсемсĕр пуçне, Елчĕк районĕ юлашки çулсенче позицисене чылай лайăхлатрĕ _ 1999 çулта район 15-мĕш вырăн йышăннă пулсан, 2002 çулта _ 9-мĕш, 2003 çулта 5-мĕш позицине çити хăпарнă.
Ĕçе халь çеç пуçăнакан районти уйрăм предпринимательсем банк организацийĕсенчен кредит илме тăхтаса тăраççĕ: е кредит сумми салук хакĕнчен пысăкрах, е кредитшăн тỹлемелли процентăн суммине кайран тỹлеме питĕ йывăр. Çак ыйтусене республика шайĕнче татса парасси мĕнле пырать?
Вак бизнеса патшалăх енчен пулăшассипе чылай механизм пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Чăнах, банкра кредит илме йывăр, çапах укçа-тенкĕпе пулăшса, патшалăх енчен субсиди парассине йĕркеленĕ. Уйрăм предпринимательсем кредитсемшĕн РФ Патшалăх банкĕн рефинансировани шайĕн 1/2 ставки чухлĕ, лизинг тỹлевĕшĕн РФ Патшалăх банкĕн рефинансировани шайĕн 2/3 ставки чухлĕ субсиди илме пултараççĕ. Вĕсене илес тесен, предприниматель Конкурс комиссине тĕрлĕ килĕшỹсен копийĕсене, вăл вак бизнесăн субъекчĕ пулине ĕнентерекен документ тăратмалла. Комисси çак ыйтăва пĕр-икĕ эрне хушшинче татса парать. Уйрăмах производствăри, ял хуçалăхĕнчи, халăхăн художество промыслисенчи, йăла пулăшăвĕнчи, инвестици ĕç-хĕлĕнчи проектсене çăмăллăхсем ытларах пама палăртнă. Çапах районти предпринимательсем, вĕсем пĕлменнине е урăх сăлтавсене пула, патшалăх пулăшăвне илме васкамаççĕ _ çакă хăйсен бизнесне аталантарма май панине ăнланаççĕ-ши( Мĕн сĕхĕнлентерет( Кирлĕ хутсене нумай хатĕрлемелли( Бизнес-план тумалли( Е ыйтăва час пăхса тухманни( Ку ыйтусене татса панă ĕнтĕ. Документсем нумай кирлĕ мар, бизнес-плана Республикăри бизнес-центр -Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 12 б, телефон: 62-29-09- специалистсем тỹлевсĕрех хатĕрлеççĕ, ыйтусене Конкурс комиссийĕ пĕр-икĕ эрне хушшинчех татса парать. Çавăнпа Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин предпринимательство тата ремесласен аталанăвĕн пайне -Шупашкар хули, Республика лапамĕ, 1-мĕш çурт, телефон: 62-20-12- кĕрсе тухма ыйтатпăр. Патшалăх сирĕн енче _ çакна предпринимательсем асра тытмалла. Енчен те предпринимателе оборудовани кирлĕ пулсан, кредит илни вырăнлă-ши? Кунта лизинг мелĕпе усă курни тĕрĕс пулĕ _ çак схема салуксăрах ĕçлет. Лизинг _ чи лайăх вариант, мĕншĕн тесен предприниматель оборудование тỹрех илет, ĕçе пуçăнать. Сăмах май, оборудование лизинг мелĕпе туянсан, уншăн пурлăхшăн илекен налука тỹлемелле мар. Укçа-тенкĕ хывакан предприятие вара регионта тỹлекен чылай налуксенчен хăтараççĕ. Чăнах, килĕшĕр, çаксем лайăх. Лизинг мелĕпе усă курас тесен, предпринимательсем Республикăри бизнес-центрта вырнаçнă "Лизинговая компания малого бизнеса" ОАОна -Ленин проспекчĕ, 12 б, телефон: 62-69-78№ пымалла. Нумаях пулмасть республикăра пĕчĕк кредитсем -100 пин тенкĕ таран илме çул уçса панă. Ку енĕпе вак предпринимательсене пулăшакан "ФОРА" уçă фонд ĕçлет. Кредит илес тесен предпринимателĕн салук та хывмалла мар, бизнес-план та хатĕрлемелле мар. Çак фонд республикăри бизнес-центрта -телефон: 62-77-63№ вырнаçнă. Предпринимательсем пĕчĕк кредитсене кредит кооперативĕсене хутшăнса илеççĕ. 2003 çулта ку енĕпе 10 кооператив ĕçленĕ. Сăмах май, кредит кооперативĕсем вак предпринимательсене пысăк пулăшу пама тивĕç. Çак ыйтупа Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин предпринимательство тата ремесласен аталанăвĕн пайĕнче №телефон: 62-20-12- консультаци илме май пур.
Елчĕк районĕ çут çанталăк газĕ кĕртме республикăра чи кайран пуçăнчĕ. Ку енĕпе 2003-2004 çулсенче мĕнле пулăшу паратăр?
Чăнах, 2003 çул пуçламăшĕ тĕлне Елчĕк тăрăхĕнче газификаци шайĕ 3,6 процентпа, Республикăри яллă вырăнта _ 25,2 процент çеç танлашнă. Çакă, чи малтанах, пысăк пусăмлă газ пăрăхĕ хывманнипе те çыхăннă. Пăрăха 2002 çул вĕçĕнче хывнă хыççăн, районта çут çанталăк газĕ кĕртес ĕç питĕ хăвăртланчĕ. Патшалăх енчен пулăшасси те пысăк шайра: иртнĕ çул çеç çут çанталăк газĕ кĕртме тĕрлĕ çăл куçсенчен 98,68 миллион укçа-тенкĕ уйăрнă. Унпа усă курса, газ валеçекен пăрăхсем 235,4 çухрăм хунă, 1950 уйрăм çурта газ кĕртнĕ. Газификаци шайĕ 24,5 процентпа танлашрĕ. Общество инфраструктурине аталантарма республика, федераци бюджечĕсенчен, ытти çăл куçсенчен района 150,96 миллион тенкĕ, кашни çын пуçне 6087 тенкĕ уйрнă. 2004 çул валли централизациленĕ çăл куçсенчен 109,8 миллион тенкĕ хывма палăртнă. Республика кунĕ тĕлне ялсем хушшинчи газ сечĕсене хывассипе тĕп ĕçсене вĕçлеме палăртнă. Районăн налуксемпе тỹлевсене ытларах хывассипе ĕçлемелле. Çакă тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăмалла.