Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Глава Яльчикского округа Леонард Левый поздравляет с АКАТУЙ

Хисеплĕ те хаклă ентешсем, округ çыннисем, аякран килнĕ хăнасем!


Сире чун - чӗререн Акатуй уявӗпе саламлатӑп! Кăçалхи уяв округра 68-мĕш хут иртет, ăна Раççейри халӑхсен пĕрлĕхĕн тата Чӑваш енри халӑхсен туслӑхĕн çулталӑкне халалланӑ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх çак кун эпир çур аки ĕçĕсене пĕтĕмлететпĕр, производствăра мала тухнисене, професси енĕпе чи лайӑххисене чыслатпăр.

 Уяв кунĕ округри ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çур аки ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленине палăртма кăмăллă. Вĕсене чӗререн тав сăмахĕ калатпăр, малашнехи ĕçсенче ăнăçу сунатпăр. 

Хаклă ентешсем, округ çитĕнĕвĕсенче сирĕн пурин те тӱпе пур. Пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлесен хамӑр тӑрӑха эпир малашне те аталантарса пырӑпӑр.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, килĕшÿ, ăнăçу сунатăп.

Акатуй сирĕншĕн çутă та хаваслă уяв пултăр, малашне ырă ĕçсем тума хавхалантартăр.

 

Елчӗк муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ              Л.В.Левый