Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Л.В.Левого с Новым годом и Рождеством

Хисеплĕ округ халăхĕ, ентешсем!

Сире çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Кăçалхи çул Раççейре Çĕршыв хÿтĕлевçин, республикăра - Çĕнтерÿпе патриотлăх ячĕпе иртрĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче совет халăхĕ çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине анлăн паллă тунипе пĕрлех нумай ĕç-пуçа паттăрсемпе çĕнтерÿçĕсене халалларăмăр.

2025-мĕш çулта округ, республика аталанăвĕшĕн сахал мар ырă ĕç турăмăр. 

Тĕш-тырă пухса илессипе кăçал та республикăра малтисен йышĕнче пултăмăр.

Çулталăк тăршшĕпе округра чылай инвестици проектне ĕçе кĕртме май килчĕ.

Ял инфраструктурине çĕнетес, унта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе малалла ĕçлесе пыратпăр. Çулсене, социаллă объектсене юсаса çĕнетессипе чылай ĕç пурнăçларăмăр.

Халăх пуçарăвне тĕпе хурса кашни ялта çулсерен ырă улшăнусем пулса пыраççĕ.

2026-мĕш çул халăхсен пĕрлĕхĕпе туслăхĕ ячĕпе иртĕ. Раççей территоринче пурăнакан тĕрлĕ халăх малашне те пĕрлĕхре, туслă пурăнасса, пĕр шухăшлăн пĕр тĕллевпе утасса шанса тăратпăр.

Паянхи кун пирĕн харсăр та паттăр офицерсемпе салтаксем ятарлă çар операцинче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Округ халăхĕ çĕнтерĕве çывхартассишĕн куллен хăйĕн тÿпине хывать. Гуманитари пулăшăвĕ паракан кашни çынна чĕререн тав сăмахĕ калатăп.

Çĕнĕ çул округри кашни яла, кашни çемьене ырă улшăнусем, килĕшÿ, тăнăçлăх илсе килтĕр.

Уявсем ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлӑх, çĕнĕ çитĕнÿсем, телей сунатăп. 

Елчӗк муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ                                     Л.В.Левый.