Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Л.В.Левого с праздником «Акатуй-2025»

Хисеплĕ те хаклă ентешсем, округ çыннисем, аякран килнĕ хăнасем!


Сире пурне те чĕререн Акатуй уявĕпе саламлатăп! Кăçал Акатуй округра 67-мĕш хут иртет, ăна Тӑван çĕршыв хӱтĕлевçин тата Çĕнтерӱпе патриотлӑх çулталӑкне халалланă.


Акатуй округра пурăнакансемшĕн чи кĕтнĕ те юратнă уяв. Вӑл историпе йăла-йĕркене упрама, халăх хушшинче культура пуянлăхне аталантарма, çитĕнекен ăрăва тăван ене юратма хăнăхтарса пыма май парать.

Йăлана кĕнĕ тăрăх çак кун эпир çур аки ĕçĕсене пĕтĕмлететпĕр, производствăра мала тухнисене, професси енчен чи лайӑххисене чыслатпăр.

 Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çур аки ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленине палăртма кăмăллă. Вĕсене çĕре çити пуç тайса тав сăмахĕ калатпăр, малашнехи ĕçсенче ăнăçу сунатпăр. Кăçал та, иртнĕ çулхисенчен кая мар пысăк тухăç илессе шанса тăратпăр.

Хаклă ентешсем, округ çитĕнĕвĕсем – пирĕн пурин те тивĕç. Паянхи çитĕнÿсене упраса малалла аталанма та эпир пурте пĕрле анчах пултаратпăр.

Тепĕр хут уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, килĕшÿ, ăнăçу сунатăп.

Акатуй сирĕншĕн çутă та хаваслă уяв пултăр, малашне та ырă ĕçсем тума хавхалантартăр.