Гимн Яльчикского района
Елчĕк районĕн гимнĕ
(сăввипе кĕвви те Н.С. Карлинăн)
Елчĕк енĕ ĕлĕкрен илемлĕ,-
Чăн тỹперен илĕртет хĕвелĕ,
Пăла шывĕн хумĕсем
Кĕвĕлеççĕ Юрăсем...
Эх! Мĕнле хитре вырăнсем!
Чыс, мухтав сире, елчĕксем!
Чыс, мухтав сире, елчĕксем!
Елчĕк енĕн çыннисем тĕреклĕ,
Халăх çинче яланах хисеплĕ,
Пуç таймалăх ватăсем,
Саванмалăх çамрăксем...
Эх! Мĕнле маттур ачисем!
Чыс, мухтав сире, елчĕксем!
Чыс, мухтав сире, елчĕксем!
Елчĕк енĕ пурлăхран чухăн мар,
Ырă çынна пехиллет пархатар.
Ĕçре ылтăн алăсем-
Юрă-ташă ăстисем
Эх! Мĕнле патвар ентешсем!
Чыс, мухтав сире, елчĕксем!
Чыс, мухтав сире, елчĕксем!