Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Л.В.Левого с Новым годом и Рождеством

Хисеплĕ Елчĕк халăхĕ, хаклă ентешсем! 

Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатăп!

2022 çулта  районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвне малалла аталантарас тĕллевпе пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Районăн 95 çулхи юбилейне паллă пулăмсемпе сумлăн ирттертěмěр. Ентешсен паттăрлăхне, истори страницисене асра хăварас тĕллевпе сахал мар мероприяти йěркелерěмěр. Район историнче ылтăн саспаллисемпе çырăннă ентешсене чыслассипе, вěсен ěçěсене ěмěрлěх ăрусем валли упраса хăварас тěллевпе ĕçлесе пытăмăр.

2023 çулта та мĕн палăртнине тĕллевлĕн пурнăçласа пырсан, çитĕнÿ тăвас тесе кашнийĕ хăй тÿпине хывсан ырă улшăнусем татах та пулĕç.  Телейлě ачалăх çулталăкěнче хамăр ачасемшěн, пулас ăрушăн ытларах тимлесе ěçлесе пырар.

Çĕнĕ çул çĕнĕ вăй-хăват, шанчăк çуратать. Пурин те мĕн кĕтни, ĕмĕтленни Çĕнĕ çулта  пурнăçлантăр, ĕçре ăнăçусем, çитĕнÿсем пулса пыччăр, çемьесенче килĕшÿ, юрату хуçалантăр.

Çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламласа сире çирĕп  сывлăх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунатăп.

Елчĕк муниципаллă  округ  пуçлăхĕ                                            Л.В.Левый.