Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Новым годом и Рождеством

Хаклă ентешсем! Елчĕк енěн пултаруллă та ĕçчен çыннисем!

Хаклă ентешсемĔ Елчĕк енěн пултаруллă та ĕçчен çыннисем!Йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕнĕ çул умĕн иртсе каякан çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлететпĕр, малашлăх валли тĕллевсем палăртатпăр.

2021-мĕш ҫулта эпир сирĕнпе район аталанăвĕшĕн килĕштерсе, тăрăшса ĕҫлерĕмĕр. Йывăрлăхсемсĕр мар пулин те, чылай ырă ĕçе пурнăçлама пултартăмăр. Ял хуçалăхĕнче тата промышленноçра 12 инвестици проектне ĕçе кĕртрĕмĕр, уйрăм çынсен пуçарулăхне тĕпе хурса ялсен сăн-сăпатне улăштарас тĕллевпе 33 проект пурнăçларăмăр. Елчĕк шкулĕ çумĕнче пысăк спорт стадионне хута яни, ялсен хăтлăхне ÿстерес тĕллевпе 10 спорт тата вăйă площадкине вырнаçтарни сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемшĕн чăн-чăн парне пулчĕç. Çавăн пекех çул-йĕр, строительство енĕпе те сахал мар курăмлă ĕç тунă.

2021-мĕш çул республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне сума суса иртрĕ. Ентешсен паттăрлăхне, истори страницисене асра хăварас тĕллевпе сахал мар мероприяти йĕркелерĕмĕр.

Килес çул та район историнче ылтăн саспаллисемпе çырăннă паллă ентешсене чыслассипе, вĕсен ĕçĕсене ĕмĕрлĕх ăрусем валли упраса хăварас тĕллевпе ĕçлесе пырăпăр.  

Çĕнĕ çул çĕнĕ вăй-хăват, шанчăк çуратать. Пурин те мĕн кĕтни, ĕмĕтленни Çĕнĕ çулта пĕтĕмпех пурнăçлантăр, ĕçре ăнăçусем, çитĕнÿсем пулса пыччăр, çемьесенче килĕшÿ, юрату хуçалантăр.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлӑх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунатпăр!


Елчĕк район пуçлăхĕ    А.Г.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ   Л.В.Левый.