Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Новым годом и Рождеством

Хисеплĕ ентешсем, Елчĕк тăрăхĕн пултаруллă та ĕçчен çыннисем!

Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатпăр!

2020 çулта районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвне малалла аталантарас тĕллевпе пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Ырă улшăнусем пĕтĕмпех район халăхĕ тăрăшнипе пулса иртрĕç. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем нихçанхинчен пысăк тухăç илсе савăнтарчĕç, пĕтĕмпе 84,7 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Вĕренÿ, культура, медицина, спорт учрежденийĕсене юсаса çĕнетессипе пысăк ĕçсем пурнăçланчĕç, çулсене юсассипе, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те сахал мар ĕç тунă. Районта пурнăçланă мĕнпур çитĕнĕве Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалларăмăр.

Республика ертÿçи 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăх çулталăкĕ тесе йышăнчĕ. Вăрçăра, тылра Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă паттăрсен ячĕсене пирĕн нихăçан та асран кăлармалла мар. Çакна тĕпе хурса çитес çул та ентешсен паттăрлăхне сума суса ĕçсене йĕркелесе пырăпăр.
Çĕнĕ çул мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăртан килет. Мĕн палăртнине тĕллевлĕн пурнăçласа пырсан, çитĕнÿшĕн хамăр пултарулăха шеллемесĕр ĕçлесен ырă улшăнусем пулаççех.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                    А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ           Л.В.Левый.