Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с праздником песни, труда и спорта "Акатуй"

Хисеплĕ те хаклă ентешсем, ял ĕçченĕсем, район çыннисем, аякран килнĕ хăнасем!


Сире пурне те чĕререн Акатуй уявĕпе саламлатпăр! Кăçал Акатуй районта 62-мĕш хут иртет, ăна Театр çулталăкне халалланă.


Йăлана кĕнĕ тăрăх çак кун эпир çур аки ĕçĕсене пĕтĕмлететпĕр, производствăра мала тухнисене, ял тата район пурнăçне активлă хутшăнакансене чыслатпăр.


Районти ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çур аки ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленине палăртма кăмăллă. Вĕсене çĕре çити пуç тайса тав сăмахĕ калатпăр, малашнехи ĕçсенче ăнăçу сунатпăр. Кăçал та, иртнĕ çулхисенчен кая мар пысăк тухăç илессе шанса тăратпăр.


Акатуй районта пурăнакансемшĕн чи кĕтнĕ те юратнă уяв. Эпир район историйĕпе йăли-йĕркине упрама, халăх хушшинче культура пуянлăхне аталантарма, çитĕнекен ăрăва тăван ене юратма хăнăхтарса пыма тăрăшатпăр.


Хаклă ентешсем, район çитĕнĕвĕсем – пирĕн пурин те тивĕç. Паянхи çитĕнÿсене упраса малалла аталанма та эпир пурте пĕрле анчах пултаратпăр.

Тепĕр хут уяв ячĕпе саламласа сире пурне те çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, килĕшÿ, ăнăçу сунатпăр.


Акатуй сирĕншĕн çутă та хаваслă уяв пултăр, малалла та ырă ĕçсем тума хавхалантартăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                    И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ             Н.П.Миллин.