Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем работников ЖКХ

Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерекен тата пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăхӑн хисеплĕ ĕҫченĕсем, ветеранĕсем!

Сире чӗререн професси уявĕпе саламлатпăр!

Сиртен кашнийĕ тĕрлĕрен ĕç пурнăçлать пулин те, вĕсем пурте питех те кирлĕ, яваплă, социаллă пĕлтерĕшлĕ. Эсир пурнăçланă ĕç пахалăхĕнчен районта пурăнакансен пурнăç условийĕ, кăмăл-туйăмĕ мĕнле пуласси нумай килет.

Юлашки çулсенче коммуналлă инфратытăма аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çынсен пунăçне çăмăлрах тата меллĕрех йĕркелеме майсем туса параççĕĕ
Малашне те хăвăр ĕçĕре яваплăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанса тăратпăр Ĕçре çитĕнÿ, пурнăçра ырлăх-сывлăх сунатпăр сире.

Елчĕк район пуçлăхĕ И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин.