Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем семьи

Хисеплĕ ентешсем!

 Сире Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!

Кашни çыншăн çемье тĕп вырăн йышăнать. Кунта кирек хӑҫан та сана ӑнланаҫҫӗ, кӗтеҫҫӗ, кирлӗ  чухне пулӑшаҫҫӗ.

Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени тата ăнланса пурăнни çемье вучахне сÿнме памасть. Туслă, килĕштерсе пурăнакан çирĕп çемьере ĕç ăнса пырать, ун пек çемьере пултаруллă, ĕçчен ачасем  çитĕнеççĕ.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, килĕшÿ, юрату, телей сунатпăр. Ҫемье вучахӗ сире яланах ӑшӑтса тӑтӑр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ    И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ   Н.П.Миллин.