Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем местного самоуправления

Муниципалитет службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!


Сире чӗререн Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!


Эсир халăхпа чи тачă çыхăну тытакан власть представителĕсем шутланатăр. Сире пуринчен ытларах халăхăн шухăш-кăмăлĕ, пăшăрхантакан ыйтăвĕсем паллă.


Сирĕн тÿрĕ кăмăлпа, яваплăхпа пурнăçланă ĕçĕртен халăхăн шухăш-кăмăлĕ те палăрать. Халăха пăшăрхантакан ыйтусене вăхăтлă та тĕрĕс татса пани сирĕн яваплăх çинчен калать, сирĕн авторитета ÿстерет.


Халăх ырлӑхӗшӗн эпир пĕрле килĕштерсе ĕçлесен кăна ÿсĕмсем тума, ял çыннин пурнăç шайне ÿстерме пултаратпăр. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе ĕçлессе шанса тăратпăр.


Уяв ячĕпе саламласа сире пурне те иксӗлми вӑй-хал, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх тата телей сунатпӑр!


Елчĕк район пуçлăхĕ        И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.