Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем российской почты

Почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, ветеранĕсем!

Сире Раççей почта кунĕ ячĕпе чĕререн, ăшшăн саламлатпăр!

Почта çыхăнăвĕ пирĕн кулленхи пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кунсерен почта ĕçченĕсем пирĕн килсене çĕнĕ хаçат-журнал, çывăх çынсенчен кĕтнĕ хыпарсем илсе килеççĕ. Кунсăр пуçне предприятисемпе организацисене, район халăхне тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире пурнăçра ырлăх-сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ      И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.