Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Днем матери

Хисеплĕ те юратнă аннесем!

       Сире чĕререн чи ырă та ăшă, чи савăнăçлă çемье уявĕпе - Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
       Анне – кил ăшши, чи çывăх та хаклă, чунтан юратакан çын. Анне кăна пуринчен те ытларах ачисен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать, йăнăш утăмсемшĕн каçарать, чĕререн пирĕн пуласлăхшăн тăрăшать.
      Амăшĕн тивĕçĕсене тĕплĕн пурнăçлакансене, ĕçре тăрăшулăхпа палăракансене, обществăра активлăх кăтартакансене чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.
     Уяв ячĕпе саламласа сире тулли телей, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç сунатпăр. Яланах сăнăр савăнăçпа çуталтăр, ачăрсен юратăвĕ, тимлĕхĕ куллен ăшăтса тăччăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ          А.Г. Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ         Л.В. Левый.