Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем предпринимательства

Хисеплĕ предпринимательсем!


Сире чĕререн Раççей предпринимательствин кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Предприниматель кунĕ – пуçарăллă, пултаруллă, йывăрлăхсенчен хăраман, пĕр вырăнта ларайман, яланах çĕннине шыракансен уявĕ. Бизнес хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелет, бюджета налог кĕртет, район аталанăвне хăй тÿпине хывать.
Районти пултаруллă предпринимательсене, район аталанăвне пысăк тÿпе хывакансене, социаллă ыйтусене татса панă ĕçе активлă хутшăнакансене тав сăмахĕ калатпăр.
Ума лартнă тĕллевĕрсене ăнăçлă пурнăçласа пыма сире ăнăçу, шанчăклă ĕçтешсем, бизнесăра аталану сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ      И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.