Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Раççейшĕн кашни çын хаклă

Раççейшĕн кашни çын хаклă

Хисеплĕ ентешсем!


Октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртет. Чăвашстатăн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Елчĕк районĕнче халăх çыравне 39 çынна явăçтарма палăртнă, вĕсенчен 29-шне çыравçă пулма вĕрентсе хатĕрленĕ. Вĕсен 16143 çынран ыйтусем çине хуравлама ыйтмалла.
Юлашки хут çырав 2010 çулта иртнĕ. Аталаннă пур çĕршывра та ăна 10 çулта пĕрре ирттереççĕ. 2020 çулта пандемие пула ăна каярах хăварчĕç пулин те, коронавирус çав-çавах алхаснине шута илсен, çакă лару-тăруран тухмалли май пулмарĕ. Ăна ирттермесĕр май çук, мĕншĕн тесен мероприяти пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Халăх çыравĕ республикăшăн та, районшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çырав кăтартăвĕсем социаллă пурнăçа, экономика, демографи аталанăвне тишкерме тата малашлăха палăртакан социаллă программăсене хатĕрлеме майсем туса параççĕ. Вăл халăх йышне тĕрĕс палăртма, вĕсем мĕнле шайра пурăннине, мĕнле чĕлхепе калаçнине, вăл е ку наци çыннисем мĕн чухлĕ пулнине палăртма кирлĕ. Çĕнĕ çырав кăтартăвĕсем вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене алла илес ĕçре те пысăк витĕм кÿмелле. Апла пулсан пурин те çырава хутшăнмалла, хамăр пирки тулли те тĕрĕс сведенисем памалла.
Халăх çыравĕ – патшалăх пĕлтерĕшлĕ ĕç, кашни çыннăн обществăри тивĕçĕ. Çакна шута илсе эпĕ ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх организацийĕсен, ытти ĕç коллективĕсен ертÿçисене, халăх çыравне ирттерме хутшăнакансене çак ĕçе тивĕçлĕ шайра, саккунпа килĕшÿллĕн тĕрĕс пурнăçлама чĕнсе калатăп. Çырав çÿлти шайра иртессе шанса тăни çинчен пĕлтеретĕп. Пĕр-пĕрне ăнланар тата пулăшса ĕçлесе пырар!


Леонард ЛЕВЫЙ,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.



12 октября 2021
11:52
Поделиться